04 мая 2018 г.
Майăн 1-мĕшĕнче Çĕнĕ Мăрат ялĕнче пурăнакан Пелагия Ивановна Шуряшкина 100 çул тултарнине паллă турĕ. Çав ятпа ăна саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Тукай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ольга Андреева килсе çитрĕç. Вĕсем Раççей Президенчĕ янă саламлă çырăва илсе çитерчĕç. Пỹрт тулли хăна-вĕрле, Пелагия Ивановнăна тĕпренчĕкĕсем, мăнукĕсемпе мăнмăнукĕсем паллă кун ячĕпе ăшшăн-ăшшăн саламларĕç.
- Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси мар, - тенĕ шур сухалсем. Çапла, пурăннă вăхăтра çын чĕри витĕр, хушăран, хĕç тухать. Пурне те тỹссе ирттерме вара, чăн та, нумай вăй-хăват кирлĕ.
- Çак çула çитеп тесе нихăçан та шутламан, тĕлленмен те... Мухтав Турра, вăл пулăшнипе кăна эпĕ сывлатăп, пурăнатăп. Хальхи вăхăтра эпĕ кĕçĕн ывăлăн çемйинче кун кунлатăп. Ывăлăмпа кинĕм, Володьăпа Галя, мана пĕчĕк ачана пăхнă пек пăхаççĕ. Кỹршĕ ялта пурăнакан Раиса хĕрĕм те манмасть, час-часах килсе çỹрет, тавтапуç вĕсене. Пехил сире пурсăра та, - терĕ сумлă ватă.
Шурут-Нурăс ялĕнчи хресчен çемйинче кун çути курнă Пăлюк аппан пурнăç çулĕ пачах та çăмăл пулман. Ачаранах тĕрлĕ терт-нушине тỹсме тивнĕ. 1936 çулта вăл кỹршĕ ял йĕкĕтне качча тухать, мăшăрĕпе харпăрхăй хуçалăхне ертсе пыма тытăнать. Паллах, тинрех кăна 18 çул тултарнă хĕре çăмăлах та пулман пуль, апла пулин те мăшăрĕпе килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса пурăнни умри йывăрлăхсене çĕнме пулăшнă. Ĕмĕт-тĕллевсем те çамрăк мăшăрăн чылай пулнă, анчах та вĕсене пурнăçа кĕртме Аслă Отечественнăй вăрçă чăрмантарать. Çемье пуçне, Миккуль тетене, малтанхи кунсенчех вăрçа кайма повестка параççĕ. Çапла вара Пăлюк аппа алăри ачапа юлать...
- Йĕтем çине вир сăвăрма тухнă хĕрарăмсем пĕрле пухăннă та хĕрсех тем çинчен пăшăлтататчĕç. Эпĕ вĕсем патне çитсен хĕрсем, шелленĕ куçсемпе ман çинелле пăхса, айккине пăрăнчĕç. Пĕри çеç, аслăраххи, мана ыталаса: "Хĕрĕм, тĕреклен. Мăшăру, Миккуль, вилнĕ тесе хут килнĕ", - терĕ. Киле мĕнле çитнине те астумастăп, - куççульленчĕ, иртнĕ кунĕсене куç умне кăларнăçем, Пелагия Ивановна.
Пин-пин çын шăпине хуçнă вăрçă чарăнсан арçынсем ялалла таврăна пуçлаççĕ. Пĕр ырă каç, кĕтмен çĕртен, тăван килĕн алăкне уçса пỹрте Миккуль тете кĕрсе тăрать. Юхнă та юхнă çак тапхăрта Пăлюк аппан савăнăç куççулĕ. Арçын плена лекнĕ пулнă, иккен. Каярах, 1946 çулта вăл пленран килне таврăнать.
Пултаруллăскерсем, тăван килĕнчен уйрăлса тухсан, кил-çурт, хуралтă çавăраççĕ. Виçĕ хĕрĕпе тăватă ывăлне тивĕçлĕ воспитани парса ỹстерес тесе ырми-канми тăрăшаççĕ.
- Атте арçын ачасене, анне вара хĕрачасене япаласем çĕлесе тăхăнтаратчĕç. Алли ăстаччĕ аттен. Вăл, платник пулнă май, ял çыннисене çурт купалама, электричество кĕртме пулăшатчĕ, çав вăхăтрах ялти радиоузелта та, Георгий шăллĕпе, черетлесе хуралта тăратчĕ, - аса илет вăтам хĕрĕ Раиса. - Выльăх-чĕрлĕх те пирĕн картиш тулличчĕ. Атте, çутçанталăка питĕ юратаканскер, сад ĕрчетрĕ. Мĕн кăна çитĕнместчĕ-ши унта?! Тĕрлĕ йывăç-тĕм, панулмийĕ, чиепе сливи, крыжовникĕ, хура тата хĕрлĕ хурлăхансем, пурте çитĕнетчĕ.
Пурăнан пурнăçра темĕн те курнă, нуши-терчĕпе пĕрлех савăнăçĕ те сахалах пулман 100 çул тултарнă Пелагия Ивановнан... Апла пулин те пуç усман хĕрарăм, мăшăрĕпе ачисене тивĕçлĕ воспитани панă, çĕршыва юрăхлă çынсем çитĕнтернĕ. Вĕсене пурне те туй-çăнăхтапа авлантарса качча панă. Пăлюк аппан ачисем пурте аслă пĕлỹллĕ. Ашшĕпе амăшĕн тараватлăхĕпе тăрăшулăхне курса, ачаранах ĕçлеме хăнăхса ỹснĕскерсем, хальхи вăхăтра çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнче кун кунлаççĕ, ачисемпе тата мăнукĕсемпе савăнаççĕ.
- Эпир курнине эсир ан курăр, текех нихăçан та çĕр çинче вăрçă ан пултăр. Тĕнчере яланах тăнăçлăхпа килĕшỹ кăна хуçаланччăр, - тет 100 çулхи сумлă ватă.
Эпир те Пелагия Ивановна Шуряшкинана юбилейпе ăшшăн саламлатпăр.
А.ИСАЕВА.
Источник: "Каçал Ен"