04 мая 2018 г.
Майăн 1-мĕшĕ кăçал чăннипех те ĕç уявĕ пулса тăчĕ - çак кун "Слава картофелю" агрофирма çурхи ака ĕçĕсене пуçăнчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов тăрăшуллă ĕçченсене пуçăннă ĕçе кĕске вăхăтра пурнăçлама ырлăх-сывлăх сунчĕ, Канаш тата Тăвай епархийĕн 3-мĕш благочиннăй округĕн благочиннăйĕ Александр Спиридонов иерей вара хирте ĕçсене ăнăçлă ирттерме молебен ирттерчĕ.
"Слава картофелю" агрофирмăра çурхи ака-суха ĕçĕсене ирттерме кирлĕ пек хатĕрленнĕ: минераллă удобренисемпе çунтармалли-сĕрмелли, çавăн пекех ỹсен-тăрансене чир-чĕрсенчен хỹтĕлемелли имçамсене кирлĕ чухлĕ туяннă. Акана тухакан техникăна пĕтĕмпех техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларнă, механизаторсемпе инструктаж ирттернĕ.
Хуçалăх çурхи тулла 165 гектар çинче акма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Çавăн пекех агрофирма ĕçченĕсем ытти ĕçсене те çине тăрсах пурнăçлаççĕ.
"Искра" колхоз, "Слава" ЯХПК, Самаринăн фермер хуçалăхĕн ĕçченĕсем те çурхи ака ĕçĕсене пуçăннă. Вĕсем сĕлĕпе урпа акаççĕ. "Комсомольские овощи" ООО-ра вара кишĕр акма тытăннă. Хальлĕхе çак ĕçе 3 гектар çинче пурнăçланă. Хуçалăх çĕрулми лартма тухма та хатĕр. Вĕсем çак ĕçе ыран-паянах пуçăнĕç. "Çанталăкĕ çеç аван тăтăрччĕ", - теççĕ çĕр ĕçченĕсем.
Майăн 3-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче, колхозсенче кĕрхи культурăсене 465 гектар, нумай çул ỹсекен курăксене 665 гектар çинче минераллă удобренисемпе апатлантарнă. Çавăн пекех нумай çул ỹсекен курăксен 1551 гектарне сỹреленĕ. 1497 тонна çĕрулмине яровизацилеме кăларнă.
Уй-хир техника шавĕпе тулчĕ, апла пулсассăн ĕç кал-кал пырать.
- Уяр кунсем тăнă чухне пур вăй-халтан ĕçлесчĕ. Çурхи акана вăхăтра пурнăçламалла. Çурхи кун çулталăк тăрантать, - терĕ район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн тĕп агрономĕ Шамиль Зейнутдинов.
А.ИСАЕВА.
Источник: "Каçал Ен"