27 апреля 2018 г.
Чăвашлăха упрас, малалла аталантарас, пултаруллă ачасене тупса палăртса, чăваш чĕлхине тата та лайăхрах вĕренме хавхалантарас тĕллевпе районта тĕрлĕ мероприятисемпе конкурссем чылай йĕркелеççĕ.
Тĕслĕхрен, мĕн пĕчĕкренех тăван халăхăн йăли-йĕркине, чăваш чĕлхин илемне, çепĕçлĕхне туйма вĕрентес тĕллевпе республикăри ача сачĕсем хушшинче "Хунав" фестиваль ирттерессине йăлана кĕртнĕ. Асăннă фестиваль пĕлтерĕшне кура ăна çулсеренех ирттерме йышăннă.
Акă, нумаях пулмасть Комсомольскинчи "Пучах" ача сачĕ чăвашлăха кăмăллакансене хăйĕн кĕрекинче пуçтарчĕ. Районти ача сачĕсене çỹрекен тĕрлĕ ỹсĕмри пепкесем "Асамлă юмах тĕнчи", "Янра, сăввăм, хыттăнрах", "Чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕ", "Илемлĕ чăваш юрри" номинацисенче мала тухассишĕн тăрăшрĕç.
Конкурсантсем пурте пултарулăхпа палăрчĕç. "Пучах" ача садне çỹрекен Софья Денисова (сăн ỹкерчĕкре) "Юр пĕрчи" юрра шăрантарса 1-мĕш вырăна тивĕçрĕ.
Пултаруллă ачасем юмах лартса пама та ăста. Хирти Явăшри ача сачĕ хатĕрленĕ "Пукане" юмах фестивальте 1-мĕш вырăна тивĕçрĕ.
Уйрăмах вара пăхма килнисене тата жюрие "Янра, сăввăм, хыттăнрах" номинацие хутшăнакансем кăмăла кайрĕç. Ахаль пурнăçра чăвашла калаçсах кайман ачасем те чăваш сăввисене такăнмасăр, мăнаçлăн каласа пани савăнтарать тата çав вăхăтрах мухтав туйăмĕ çуратать. Фестивальте "Виçĕ çавра - чăваш ачи тавра" сăвва хыттăн янраттарса "Радуга" ача садне çỹрекен Мария Тихонова 1-мĕш вырăна тивĕçрĕ.
Асăннă уява йĕркелени ачасен пултарулăхне ỹстерет, вĕсене тĕрлĕ енлĕ аталанма май парать.
О.СПИРИДОНОВА,
музыка учителĕ.
Источник: "Каçал Ен"