20 апреля 2018 г.
Çак ыйту çине хурав тупас тесе Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн 1-мĕш тата 3-мĕш класĕсенче вĕренекенсем класс ертỹçисемпе пĕрле космос çулçỹревне тухрĕç. Кашни Планета ачасен умне кăткăс ыйту кăларса тăратрĕ. Çĕр-планета çинче вĕсем чăн малтан çăлтăрсем патне вĕçсе хăпарнă космонавтсем çинчен калакан презентацие пăхрĕç, каярах космос карапне пухрĕç. Марс-планета çинче çăлтăрсем шутларĕç пулсан, ачасене Венера-планета хатĕрленĕ кроссворда шĕкĕлчеме пачах çăмăл пулмарĕ.
Ытти планетăсем çинче ачасем интерактивлă вăйăсем вылярĕç, ребус тупсăмне шырарĕç. Пулас космонавтсен ăс-тăн пултарулăхне кăна мар, вăй-хал çирĕплĕхне те тĕрĕслерĕç. Ачасем хăйсене килĕшнĕ, асра юлнă самантсене ỹкер-чĕксенче сăнласа кăтартрĕç.
- Космонавт пулма пачах та çăмăл мар иккен, - терĕç вĕсем харăссăн.
В.ФИЛИППОВА.
Источник: "Каçал Ен"