АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрле пуçтарăнса канашларĕç

17 апреля 2018 г.

"Единая Россия" партин Комсомольски, Елчĕк, Патăрьел, Шăмăршă районĕсенчи членĕсем апрелĕн 16-мĕшĕнче "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕнче "Здоровое будущее" дискусси площадкине пуçтарăнчĕç.

Пухăннисен умĕнче чи малтанах вырăнти парти уйрăмĕн секретарĕ - район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов, Елчĕк район пуçлăхĕ Ираида Васильева сăмах илчĕç.

Вĕсем "Единая Россия" парти членĕсене дискуссие хастар хутшăнма, пуçаруллă пулма чĕнсе каларĕç. Пĕрле канашламалли сăлтав вара чăннипех те нумай пулчĕ. Парти членĕсем тĕрлĕ ыйтăва сỹтсе явма меллĕрех пултăр тесе "Будущее России", "Рядовые партии", "Непримиримость и контроль", "Обращение граждан - обратный контроль", "Проблемные точки и лучшие практики" секцисене пайланчĕç.

Кашни секци тухăçлă ĕçлерĕ. Пĕр-пĕринпе сỹтсе явмалли, çитменлĕхсене палăртмалли, ыйтусене уçăмлатмалли сахал мар пулчĕ. "Единая Россия" парти членĕсен тĕп тĕллевĕ çынсене хумхантаракан ыйтусене хускатса вĕсене татса парасси çеç мар, парти ĕçне пĕлсе йĕркелесси те. Сăмахран, граждансене ятарлă йышăну пỹлĕмĕсенче йышăнасси çине ытларах тимлĕх уйăрмаллине асăнса хăварчĕç. Ку енĕпе ĕçлемелли сахал мар иккен. Унпа пĕрлех çамрăксене те парти ĕçне ытларах явăçтарма тĕллев лартрĕç. Информаци технологийĕсем аталаннă май, шăпах Интернетра вĕсем валли парти ĕçĕ-хĕлĕ пирки ытларах информаци вырнаçтарни витĕмлĕ пулĕ.

Çитĕнекен ăру валли ялсемпе районсенче çителĕклĕ ĕç вырăнĕ йĕркелесси те татса панă ыйтусен йышĕнче мар. Кадрсем хатĕрлессипе ĕçлемелли чылай. Çавна май "Единая Россия" парти членĕсем хумхантаракан ыйтусемпе тата та ытларах ĕçлеме шантарчĕç.

Пухăннисем тĕрлĕ ыйтăва уçăмлатма, ĕç-хĕле татах та лайăхлатма, парти членĕсене хавхалантарма шăпах çакăн евĕр дискусси площадкисем йĕркеленин витĕмĕ пысăк пулнине пĕрре кăна мар асăнчĕç.

А.АНТОНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика