АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăвăрăн уастковăя паллатăр-и?

10 апреля 2018 г.

Çук-и? Апла пулсан ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа унпа паллашма пултаратăр. Республикăра, çавăн пекех пирĕн районта та, "Ырă кун, эпĕ сирĕн участковăй!" акци старт илчĕ.

Ялсемпе хуласенче ĕçлесе пурăнакан "Анискинсем" акци вăхăтĕнче хăйсем пăхса тăракан районсемпе микрорайонсене çитĕç, унта пурăнакан халăхпа тĕл пулĕç, граждансене пăшăрхантаракан ыйтусем çине хуравсем шырĕç. Çавăн пекех полици ĕçченĕсем телефон номерĕпе хăйсен визит карточкине хăварĕç.

Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерстви ку мероприятин пĕлтерĕшĕ пысăккине çирĕплетет, халăхăн полицин участок уполномоченнăйĕсене сăнран пĕлмелле, вĕсен граждансемшĕн çивĕч ыйтусене татса панă чухне шанчăклă пулăшакан пулмалла тесе шутлать. Çапла майпа çынсем йĕрке хуралçисене ытларах шанма пуçлассине палăртаççĕ. Аса илтеретпĕр: сирĕн участокшăн кам яваплине эсир ЧР ШĔМĕн сайтĕнче пĕлме пултаратăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика