АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алла документ илме çăмăлрах

06 апреля 2018 г.

Паянхи пурнăçра граждансем патшалăх хăйсем çине мĕнле тимлĕх уйăрнине тĕрлĕ пулăшу илме хăтлă та меллĕ условисем туса панине кура хак параççĕ. Пирĕнтен кашниех вăл е ку официаллă документа ха-тĕрлессипе, патшалăх регистрацийĕ витĕр тухассипе е ытти кирлĕ хутсем илессипе çыхăннă ĕç-пуç вăраха тăсăлмасса шанать.

Раççей Федерацийĕнчи тĕрлĕ тытăмри влаç органĕсен тĕп тĕллевĕ - РФ территорийĕнче пурăнакансене кĕске вăхăтрах пахалăхлă патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтересси. Паянхи куна граждансем анлă усă куракан патшалăх пулăшăвĕсенчен пĕри вăл - хăйсем пулакан тата пурăнакан вырăнта регистрациленесси, РФ гражданинĕн паспортне илесси тата улăштарасси.

Районти Нумай функциллĕ центр патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене паракан Пĕрлехи портал урлă миграци сферинчи пулăшусемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе заявленисем йышăнассипе ăнăçлă ĕçлет.

Пĕрлехи портал аякри ялсенче пурăнакансене ыттисемпе танах патшалăх пулăшăвĕсемпе усă курма май панипе пĕрлех вăхăта тата укçа-тенке перекетлет.

Комсомольскинчи Нумай функциллĕ центрта "пĕр чỹрече" мелĕпе Раççей Федерацийĕн гражданĕсем миграци енĕпе тăватă пулăшупа усă курма пултараççĕ.

Раççей Федерацийĕн гражданĕсем хăйсем пулакан тата пурăнакан вырăнта регистраци учетне тăраççĕ. Çавăн пекех регистраци учетĕнчен тухас шутлисем те нумай функциллĕ центр пулăшăвĕпе усă кураççĕ.

РФ гражданинĕн паспортне илессипе тата улăштарассипе те çỹлерех асăннă центр ĕçченĕсем пулăшу кỹреççĕ. Çавăн пекех Раççей Федерацийĕн гражданинĕн ют çĕршыв паспортне хатĕрлеме документсене Нумай функциллĕ центра кайса памалла. Каярахпа хатĕр документа та унтанах кайса илмелле. Ют çĕршыв гражданĕсем е гражданлăха йышăнман çынсем хăйсем пулакан вырăнта миграци учетне тăрас шутлă-и? Вĕсен те кирлĕ документсемпе центра çитмелле те патшалăх пулăшăвĕпе усă курса хăйсем пулакан вырăнта регистрацие тăмалла.

А.ГАЛКИНА,

районти миграци уйрăмĕн начальникĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика