АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лейсан вĕренỹре маттур

06 апреля 2018 г.

Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче ырă кăмăллă вĕрентекенсем ачасене кирлĕ пĕлỹ парассишĕн чунтан тăрăшаççĕ. Телейпе çиçекен куçлă вĕренекенсем вара çутă малашлăх пирки ĕмĕтленеççĕ, хăйсен умне çирĕп тĕллевсем лартса вĕсене пурнăçлаççĕ. Шкулти мероприятисене те хаваспах хутшăнаççĕ. Вĕсем спортра, вĕренỹре, пултарулăхра та хастар.

Шăпах вĕсенчен пĕри - 11 "б" класра пĕлỹ пухакан Лейсан Минуллина. Ахальтен мар маттур хĕр калаçу пуçарсанах: - Тĕллеве пурнăçлас тесен чăтăмлăхпа тăрăшулăх кирлĕ, - терĕ. Шкул чысне конкурс-олимпиадăра, ăмăртусенче хỹтĕлесе çỹле çĕклекенскер, кăçал Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ пулса тăнă. Стипендиат пулма пысăк çитĕнỹсемпе палăрнă çамрăксем çеç тивĕçееççĕ. Лейсан çавăн пеккисен йышĕнчен, вĕренỹре çав тери маттур вăл.

Вĕренекен олимпиадăсенче, тĕрлĕ конкурссенче мала тухнă. Хисеп грамотисен шучĕ те çук. Район шайĕнче çеç мар, вăл республика, регион шайĕнче те палăрма ĕлкĕрнĕ. Математика, физика, информатика, вырăс чĕлхи, географи предмечĕсене уйрăмах кăмăллать. Вĕсене çăмăллăнах шĕкĕлчет. Ăслăлăх конференцийĕсемпе тĕпчев ĕçĕсенче те хĕр çивĕч ăсĕпе палăрать. Хăйĕн пĕлỹ шайне ỹстерес тĕллевпе Лейсан республика, Пĕтĕм Раççейĕпех иртекен олимпиадăсене, интернет-конкурссене хутшăнать. Çитĕнĕвĕсем те сахал мар. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр вăл республикăри çамрăк математиксен турнирĕнче 1-мĕш вырăна тухнă. Регионсем хушшинчи сочиненисен "Серебряное перо" конкурсĕнче те вăл малти вырăна йышăннă.

- Лейсан - пирĕн шкул чысĕ те мăнаçлăхĕ. Питĕ тăрăшуллă вăл. Кашни урока тĕплĕн хатĕрленсе килет, обществăлла ĕçсенче те хастар. Олимпиадăсене, конкурссене хаваспах хутшăнать, çитĕнỹсемпе савăнтарать, - мухтать стипендиата Надежда Боровкова вĕрентекен.

Маттурскер спортпа та туслă. Алă вăйне виçессипе районта та, республикăра та пĕрре кăна мар мала тухнă вăл, армрестлинг спорчĕн пĕрремĕш разрядне тултарнă.

- Алла аттестат илме хатĕрленекенĕн чăннипех те пушă вăхăт сахал. Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене хатĕрленмелле, уроксене тĕплĕн пурнăçламалла. Унсăр пуçне библиотекăна çитме те вăхăт тупмалла. Апла пулсассăн та юлташсемпе уçăлса çỹреме, пушă вăхăта усăллă ирттерме май тупатăпах, - кăмăлне уçрĕ Лейсан. Вĕренỹри, обществăлла ĕçри çитĕнỹсемшĕн пĕлтĕр Лейсан "Артек" лагерьте канма путевкăна тивĕçнĕ.

- Пурнăçра кашни çыннăн çутă ĕмĕт пур. Эпĕ вара мĕн пĕчĕкренех "Артекра" канса курасси пирки ĕмĕтленеттĕм. Пĕлтĕр ĕмĕт пурнăçланчĕ. Чăваш Енри хĕрсемпе каччăсем кану лагерĕнче сывлăха çирĕплетрĕмĕр çеç мар, тавракурăма ỹстертĕмĕр, çĕнĕ тус-юлташ тупрăмăр. Виçĕ эрне виçĕ кун пек иртсе кайрĕ. Кичемленсе ларма вăхăт пулмарĕ, тăтăшах конкурссем, пултарулăх каçĕсем, çавра сĕтелсем йĕркелерĕç. "Артекра" чăннипех те чи пултаруллă та маттур, пуçаруллă ачасем канаççĕ. Вĕсен тавракурăмĕ анлă, пĕлỹ шайĕ пысăк. Пĕр сăмахпа каласан, "Артекра" канни ĕмĕрлĕх асра юлать. Паянхи кун та унта ирттернĕ хаваслă вăхăта аса илетĕп те, çĕнĕрен çĕнĕ хавхаланупа вĕренỹ тĕнчине путатăп. Манăн тĕллев - вăтам шкултан "5" паллăсемпе вĕренсе тухса аслă пĕлỹ илесси, - пĕтĕмлетрĕ хĕр. çакăн пек тăрăшуллă пулнинче ашшĕпе амăшĕн тỹпи пысăк. Шăпах вĕсенчен Лейсан тĕслĕх илет те ĕнтĕ. Çывăх çыннисен хавхалантаракан сăмахĕсем, сĕнỹ-канашпа пулăшни нимрен паха уншăн. Ку вара вĕренỹре çеç мар, пурнăçра та çĕнтерỹçĕ пулма çунатлантарать.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика