03 апреля 2018 г.
Наркотиклă хатĕрсен саккунсăр çаврăнăшĕпе çыхăннă преступленисем тата йĕркене пăснă тĕслĕхсем обществăшăн пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ.
Наркăмăшпа усă куракансемшĕн хăйсемшĕн кăна мар, таврари çынсемшĕн те. Наркотиксем çынна тĕрĕс шухăшлама, хăй тĕллĕн йышăну тума чараççĕ, преступлени тума хĕтĕртеççĕ, инкексемпе йывăр чирсем, вилĕм патне çитереççĕ.
Наркотиклă тата психотроплă япаласен саккунсăр çаврăнăшĕшĕн тыттаракан уголовлă явапа РФ Уголовлă кодексĕн статйисенче палăртнă:
— наркотиклă хатĕрсене, наркотиклă наркăмăшсем пур ÿсен-тăрана пысăк виçепе саккунсăр майпа туяннăшăн, упранăшăн, турттарнăшăн, хатĕрленĕшĕн 15 çул таран ирĕксĕр хăварма пăхнă /228-мĕш статья/;
— наркотиклă япаласене /çав шутра ÿсен-тăрансене те/ çаратни е пусахласа туртса илни. Чи пысăк айăплав — 15 çул таран /229-мĕш статья/;
— наркотиксемпе усă курма явăçтарнăшăн, хистенĕшĕн те 15 çул таран юсану колонийĕ кĕтет /230-мĕш статья/;
— наркотик пур ÿсен-тăрансене пысăк лаптăкра çитĕнтернĕшĕн те юсану учрежденине лекме пулать, чи нумаййи — 8 çуллăха /231-мĕш статья/;
— наркотиклă хатĕрсене саккунсăр майпа туса хатĕрленĕшĕн, сутнăшăн /çав шутра ÿсен-тăрана та/ тата ярса панăшăн пурнăç тăршшĕпех ирĕксĕрлĕхре пурăнма та тивме пултарать /228.1-мĕш статья/;
— çакăн пек наказаниех наркотиксене, вĕсене хатĕрлеме усă куракан инструментсемпе оборудование, наркотик пур ÿсен-тăрана таможня е РФ патшалăх чикки урлă каçаракансене те кĕтет /229.1-мĕш статья/.
Ку сферăри преступленисемшĕн уголовлă явап 16 çултан пуçланать. Наркотиксене çаратнăшăн тата пусахласа туртса илнĕшĕн кăна — 14 çултан. Тĕпрен илсен, çул çитменнисене штраф параççĕ, пĕр-пĕр ĕçпе тимлеме чараççĕ, обязательнăй майпа ĕçлеттереççĕ, ĕçлеттерсе юсанма йышăнаççĕ, ирĕклĕхе чакараççĕ е палăртнă вăхăта ирĕксĕр хăвараççĕ.
Преступлени тунă çул çитмен ачасем тĕлĕшпе ирĕксĕрлесе воспитани мерисене йышăнма е суд наказанирен хăтарнă хыççăн ятарлă хупă вĕренÿпе воспитани учрежденине яма пултараççĕ.
РФ Уголовлă Кодексĕн 228-мĕш статйине хушнă ăнлантару пирки уйрăммăн каламалла. Унта çырнă тăрăх, наркотиксемпе çыхăннă саккунсăр ĕçсемшĕн айăпланакана хăй ирĕкĕпе ку япаласене килсе парсан, преступленисене уçса пама тата асăрхаттарма е вĕсене тăвакансене тытса чарма хастар пулăшсан уголовлă яваплăхран хăтараççĕ.
Наркотиксемпе усă куракан, вĕсене саракан çынсем çинчен пĕлекен информацие, наркопритонсен вырăнĕсем çинчен шалти ĕçсен органĕсене пĕлтерме сĕнетпĕр.
И.Авдеев,
полици начальникĕ.
Источник: "Каçал Ен"