АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕнеке эрнелĕхĕ хаваслă иртрĕ

03 апреля 2018 г.

Пĕтĕм Раççейри ачасемпе çамрăксен кĕнеке кунне çулсерен март уйăхĕн вĕçĕнче уявлаççĕ. Кĕнеке эрнелĕхне паллă тăвасси вара 1943 çулта вăй илнĕ. Ăна ача-пăча çыравçи Лев Кассиль пуçарнă. Вăл уява «Кĕнекесен çуралнă кунĕ» /«Книжкины именины»/ ят панă. 
Районти ача-пăча библиотекинче кĕнекесен çуралнă кунне кăçал юбилей паллă тăвакансен ячĕпе литературăллă уявпа уçрĕç. Çамрăк вулавçăсем патне С.Я.Маршакăн «Почта» произведенийĕн тĕп геройĕ Печкин почтальон килчĕ. Вăл ачасене тупмалли юмахсем шĕкĕлчеттерчĕ. Ачасем С.Т.Аксаковăн «Аленький цветочек» юмахне аса илчĕç, викторинăна хастар хутшăнчĕç. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем К.Чуковскин «Мойдодыр», «Муха–Цокотуха», «Тараканище» хайлавĕсене аса илчĕç, тĕп геройсене сăнарларĕç. В.Бианки çыравçăн кĕнекисемпе паллашма та хавас пулчĕç ачасем. 
Кĕнеке эрнелĕхĕн иккĕмĕш кунне М.Пришвин çуралнăранпа 145 çул çитнине халалларĕç. Ачасем викторина ыйтăвĕсем çине тĕрĕс те хăвăрт хуравларĕç. Произведени сыпăкĕсене те тимлĕ итлерĕç вĕсем. «Еж» видеоклипа пăхнă хыççăн кашни ача çутçанталăка юратмаллине, ăна упрамаллине ăнланчĕ. 
Сергей Михалков çыравçăн кун-çулĕпе литературăллă уявăн виççĕмĕш кунĕнче паллашрăмăр. Ачасем унăн сăввисене илемлĕ вуласа пачĕç, «Кто знает дядю Степу?» викторина чи тимлĕ вулакана палăртма май пачĕ. 
Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ Иван Яковлев çуралнăранпа кăçал 170 çул çитнине уявланă май кĕнеке эрнелĕхĕн пĕр кунне ăна халалларăмăр. Ачасене Иван Яковлевичăн кун-çулĕпе паллаштартăмăр. Вăлах чăваш ачисене çырулăха вĕрентме «Букварь» хатĕрленине каласа патăмăр. Иван Яковлев калавĕсене чăвашла вуларăмăр, «Уçăлма тухнă шăши çури» сценка пурин кăмăлне те кайрĕ.
Республикăри «Максим Горькийпе пĕр кун» литература акцине те хутшăнчĕç вĕренекенсем. Вĕсем «Воробьишко» юмах пăхса киленчĕç. Ун хыççăн ăна пурте пĕрле сÿтсе яврĕç. Викторина ыйтăвĕсем çине те тĕплĕн хуравларĕç.
Кĕнеке эрнелĕхĕ ачасемшĕн тухăçлă та кăсăклă иртрĕ. Вĕсем кĕнекесемпе туслă пулнине, юмахсене юратса вуланине тепĕр хутчен çирĕплетсе пачĕç.
Е.ПРОКОПЬЕВА,
И.КРЫЛОВА.

 

 

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика