АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тукай чиркĕвĕн стенисене çырса илемлетеççĕ

03 апреля 2018 г.

«Тута — тутлине, куç илемлине юратать», тенĕ авалтан. Çавăнпах пуль çын нумай çÿрекен вырăнсене — храмсене, театрсемпе музейсене, культура çурчĕсемпе ыттине — хитререх, илĕртÿллĕрех тăвасси йăлана кĕнĕ. Вĕсене илемлетмелли темăсене ăнсăртран илмеççĕ, кашни сферăпа çывăх ÿкерчĕксене суйлаççĕ. Чиркÿсемпе храмсенче, паллах, Библипе Евангелири пулăмсене сăнарлаççĕ. 
Тукай ялĕнче 1899 çулта йывăç чиркÿ хăпартса лартнă. Çурта прихожансем пуçтарнă укçапа тунă. Анчах унăн ĕмĕрĕ вăрăм пулман. Çĕршыври нумай чиркĕве ишнĕ-пĕтернĕ май çак тĕн çурчĕ те 1940 çулта хупăннă. Йĕри-таврари ялсенче пурăнакансем ыйтнипе тата Варнава митрополит пил панипе 2008 çулта Тукайра Михаил Архангел ячĕллĕ чиркĕве çĕнĕрен çĕкленĕ. Настоятель пулманнипе вăл кăштах юхăнма та тытăннă. Кунта Леонтий Акчурин иерей ĕçлеме пикенсен юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. Пирваях çумăр анакан çивиттине хăтланă. Шыв аннипе таса мар йĕр стенасене те сăнсăрлатнă-мĕн. Çавăнпа та стенасене илемлетес шухăш тытнă та. 
Ырă ĕçре пулăшакан яланах тупăнать. Кунта та çак ялтах çуралса ÿснĕ Геннадий Шурбин меценат пулăшу алли тăсса панă. Вăл маларах та, чиркÿ çуртне тунă чухне, пысăк пулăшу панă. Çавăн пекех Тукай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ольга Андреева, «Рассвет» ЯХПК председателĕ Михаил Афанасьев та тĕн çурчĕн ĕç-хĕлĕпе тăтăшах кăсăкланса тăраççĕ, ырă ĕçе хутшăнаççĕ. Ĕненекенсем те, таврари ялсенчен çÿрекенсем, яланах пулăшма хатĕр. 
2017 çулхи августра художниксем ĕçе пуçăннă. Чиркÿре Иисус Христосăн çĕр çинчи пурнăçĕн тĕп саманчĕсене, чĕрĕлсе тăнине, çветтуй апостолсене, святительсене, вырăс преподобнăйĕсене сăнлама шут тытнă. Чиркÿ тÿпине, сводне тата стенисене халĕ пăхма та кăмăллă. Мăнкун иртсен алăк умĕнчи пайĕнче те ÿкерчĕксем тăвĕç. Унта вара Михаил Архангела сăнлакан ÿкерчĕксем вырăн тупĕç. Çуллахи вăхăтра, яланхи пекех, палисадникре илемлĕ чечексем лартма палăртаççĕ. 
— Чиркĕве çырса илемлетекен ÿнерçĕсем питĕ пултаруллă. Вĕсене ертсе пыракан Иван Александров Питĕрти художество академине пĕтернĕ. Вăл Санкт-Петербургри Иоанн Богослов, Сосновый Борти «Неопалимая купина», Шупашкарта асап тÿссе вилнисен ячĕпе лартнă храмсене тата ытти çĕрте те çырса илемлетме хутшăннă. Унпа пĕрле ĕçлекен Геннадий Захаров, Константин Кокель, Денис Степанов та тăрăшуллă, — терĕ чиркÿ настоятелĕ Леонтий иерей. 
Сăмах май каласан, Леонтий атте асăннă чиркÿре Канашри Стефан епископ пил панипе 2016 çулхи ноябрьте ĕçлеме пуçланă. Çав вăхăтрах вăл Чулхулари тĕн семинарийĕнче куçăн мар майпа вĕренет. Чиркÿ çумĕнче вырсарни шкулĕ те йĕркеленĕ. Унта Тукай, Çĕнĕ Мăрат, Анат Тимĕрчкасси ачисем çÿреççĕ. Православи тĕнĕн хăшпĕр йĕркисене ăша хывнисĕр пуçне вĕсем алă ĕçĕ тума та вĕренеççĕ-мĕн. Геннадий Захаров ертсе пынипе ачасем тăмран тĕрлĕ япала ăсталама уйрăмах ки-лĕштереççĕ иккен. 
— Тĕн яланах ырра вĕрентет. Усалтан пăрăнмалли чăнлăхсем вара вунă заповедьре сăнарланнă. Чи кирли — этемĕн чун тĕлĕшпе чăлах пулмалла мар, — мана ăсатнă май çак сăмахсене каларĕ Леонтий иерей.
Л.ШУРЯШКИНА.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика