03 апреля 2018 г.
2018 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа майăн 1-мĕшĕччен пирĕн республикăри регионти тата муниципалитетсем хушшинчи пурте усă куракан автомобиль çулĕсем тăрăх йывăр тиевлĕ транспорт хатĕрĕсемпе виçерен ытларах груз турттарма вăхăтлăха чараççĕ. Виçерен ытларах йывăрăш калăпăш, транспорт хатĕрĕ мĕнлине кура, 3 тоннăран 6 тонна таран шутланать.
Грузсене урăх çĕршывсене илсе каякан, пассажирсене лартса çÿрекен, апат-çимĕç продукчĕсем, выльăх-чĕрлĕх апачĕ, выльăхсем, эмел препарачĕсем, топливо /бензин, хутмалли мазут, дизель топливи, карап, реактивлă двигательсен топливи/, вăрлăх, удобрени, почта япалисем, çавăн пекех Таможня союзĕн техника регламенчĕпе пăхнă сĕрмелли çусем, ятарлă шĕвексем, çутçанталăк кÿнĕ инкек-синкек пулнă вырăна кирлĕ таварсем турттаракан, çул-йĕр çинче юсав ĕçĕсем тунă çĕре строительство материалĕсемпе техника илсе çÿрекен, ĕç тăвакан федераллă органсен саккунпа килĕшÿллĕн пăхнă çар службин транспорт хатĕрĕсем çуркуннехи тапхăрта та вăхăтлăха чарнă çулсем тăрăх иртсе çÿреме пултараççĕ.
Транспорт хатĕрĕсен виçерен ытларах груз турттарса кайма ирĕк панине çирĕплетекен документ пулмалла. Çак тапхăрта регион тата муниципалитет пĕлтерĕшлĕ автоçулсем тăрăх çÿренĕ чухне сиен кÿнĕ транспорт хатĕрĕсенчен укçа-тенкĕ шыраса илессине Чăваш Республикин Транспортпа çул-йĕр хуçалăх министерствин «Чăваш Республикинчи автомобиль çулĕсен управленийĕ» учреждени пурнăçлать.
Ял урамĕсенчи çулсене те çĕмĕрме парас марччĕ. Вăхăтлăха шлагбаум лартни пулăшатех.
Источник: "Каçал Ен"