АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăра 73 автоçула юсĕç

03 апреля 2018 г.

2018 çулта Чăваш Енре 73 автоçула /143 километр/ юсама палăртнă. Ку тĕллевпе федераци бюджетĕнчен 730 миллион тенкĕ уйăрĕç. Çакăн пирки мартăн 28-мĕшĕнче РФ Правительство çуртĕнче иртнĕ Транспорт министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕнче каланă. 
Ларăва хутшăннă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пирĕн республикăра «Хăрушлăхсăр тата паха çулсем» проект епле пурнăçа кĕнине каласа кăтартнă. «Хальхи вăхăтра подрядчиксене палăртас енĕпе ятарлă конкурссем ирттереççĕ. Вĕсем çу уйăхĕнчех ĕçе пуçăнма пултарĕç», — тенĕ регион ертÿçи. 
Шупашкарти Мускав кĕперне туса пĕтермешкĕн Мускавран 365 миллион тенкĕ ытла куçармалла. Подрядчиксем ăна сентябрь тĕлне хута яма шантараççĕ иккен.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика