АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кемĕр эпир сирĕнпе!

30 марта 2018 г.

Мартăн 25-мĕшĕ Раççей историйĕнче чăннипех те хура сас паллисемпе çырăнса юлчĕ. Çак кун Кемĕр хулинчи «Зимняя вишня» суту-илÿ центрĕнче пушар тухрĕ. Ăна талăка яхăн сÿнтерчĕç. Шел, пушарта 64 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, вĕсенчен чылайăшĕ вара — ачасем. Шар курнисем тата мĕн чухлĕн; Вĕсем больницăсенче сипленеççĕ.
Шăпах пушар тухнă кун, çурхи каникул пуçланнă май, шкулта пĕлÿ пухакансем суту-илÿ центрне класĕпех кино курма кайнă. Çавăн пекех канмалли кун вăйă залĕсенче те ачасем чылай пулнă. Вут-çулăм, сĕрĕм-тĕтĕм пысăк хăвăртлăхпа сарăлнă. Çынсем унран çăлăнса тухайман....
Кемĕр облаçĕнче — мартăн 27—29-мĕшĕсем, Раççейре мартăн 28-мĕшĕ хурлану кунĕ пулчĕ. Раççейре пурăнакансем Кемĕр облаçĕнче пурăнакансемпе пĕрле чĕререн хурланнине пĕлтерсе хăйсем пурăнакан вырăнта çурта çутаççĕ, палăк умне чечексем хураççĕ, теттесем илсе килекен те сахал мар. Вĕсен инкекĕ — пĕрлехи инкек. Эпир те чун-чĕререн хурланатпăр!

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика