30 марта 2018 г.
Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов пĕлтернĕ тăрăх, кăçал юханшывсенче пăр каярах кайма пуçлать.
Çакă çанталăк иртнĕ çулхисенчен сивĕрех тăнăран çуркунне каярах килнипе çыхăннă. Таврара юр та çав тери нумай. Апла пулин те çанталăк ăшăтса янă вăхăта, шыв-шур кайнă çĕре пирĕн хатĕр пулмалла. Ейÿ сарăлса каясран, вăл сиен, сăтăр тăвасран хамăрăн асăрханмалла.
Хальлĕхе ирĕн-каçăн сивĕ тăрать. Апла пулин те вырăнсенче шыв юхакан çулсене, пăрăхсене юртан тасатма манмалла мар. Шывпа вутран вăйли çук теççĕ, çавăнпа та ялсене, кĕперсене, каçса çÿрекен вырăнсене шыв ан илтĕр тесе сыхă пулмалла. Çак тĕллевпе ял тăрăхĕсенче дежурство йĕркелемелле. Çурхи шыв-шур юлашки çулсенче уйрăм хуçалăхсене те пысăк тăкак кÿрет. Çавăнпа та тимлĕ пуласчĕ.
Енчен те юр хăвăрт ирĕлес пулсассăн çыранран тухнă шыв-шур республикăри 16 района, çав шутра пирĕн района та, сиен кÿме пултарĕ.
Шыв-шурта пăр ирĕлнĕ май çынсен те тимлĕ пулмалла. Ачасене асăрхаттармалла. Ашшĕ-амăшĕн кĕçĕн çулсенчи ывăл-хĕрне куçран вĕçертмелле мар. Çуркунне ача-пăча уйрăмах шыв хĕрринче выляма юратать, пăр çинче сиккелекен те сахал мар.
Инкек вара куçа курăнса килмест. Сăмахран, нумаях пулмасть Шупашкар районĕнче 3 çулхи ача урама уçăлма тухнă та шыв хĕррине аннă, пиччĕшĕ çăлайман ăна, хĕрача шыва путса вилнĕ. Ача сывлăхĕшĕн, пурнăçĕшĕн чи малтан аслисем яваплă пулнине манас марччĕ.
Д.ГАЛКИН.
Источник: "Каçал Ен"