АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерÿçĕсем паллă

30 марта 2018 г.

Çамрăк ăрăва çĕнĕ саманара пурăнма ăс парассишĕн канăçа пĕлмесĕр тăрăшакан чи лайăх вĕрентекене тупса палăртас тата унăн паха опычĕпе ыттисене паллаштарас тĕллевпе Раççейре «Çулталăк учителĕ» конкурса çулсерен йĕркелеççĕ. Çак конкурсăн районти тапхăрне Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче пĕтĕмлетнĕ.
Район шайĕнче ирттернĕ «Учитель — 2018» конкурса кăçал тăватă вĕрентекен — Альбина Артемьева, Гелия Айсына, Альбина Мухина, Алсу Фаткуллина — хутшăннă. Сăмах май каласан, вĕсем кашниех районăн тĕрлĕ ялĕсенче вырнаçнă вăтам шкулсенче ачасене тарăн пĕлÿ парас тесе ырми-канми тăрăшаççĕ.
Конкурсантсем мартăн 22 — 23-мĕшĕсенче çамрăк ăрупа кăсăк уроксем ирттернĕ, педсоветсем йĕркеленĕ, хăйсен методика пĕлĕвĕпе ыттисене паллаштарнă. Çавна май вĕсем хăйсем çÿллĕ шайри педагог пулнине тепĕр хут çирĕплетсе панă. Ачасем юратнă вĕрентекенĕсен урокĕсем хăйсене килĕшнине пытарман: занятисем вăхăтĕнче ыйтусем çине туллин те тĕрĕс хуравланă, пурнăçри тĕслĕхсене илсе кăтартнă.
Конкурса пĕтĕмлетме жюри членĕсене пачах та çăмăл пулман. Вĕрентекенсем, чăн та, пĕринчен тепри маттур, ăста та пултаруллă. Апла пулин те «Учитель — 2018» конкурс çĕнтерÿçине тупса палăртнах. Вăл — Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн кĕçĕн классен учителĕ Альбина Артемьева. Унăн район чысне республика шайĕнче хÿтĕлеме тивĕ. Иккĕмĕш вырăна вара Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлÿ паракан Альбина Мухина çĕнсе илнĕ. Виççĕмĕш вырăнпа Гелия Айсынапа Алсу Фаткуллинана чысланă.
А.ИСАЕВА.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика