АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Александр Иванов: Электронлă мелпе анлăн усă кураççĕ

30 марта 2018 г.

Пурнăç улшăнсах пырать, çавна май патшалăх пулăшăвĕсене кÿресси те çĕнелет-урăхланать. Хальхи вăхăтра нумай пулăшупа электронлă мелпе усă курма пулать, тĕслĕхрен, Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ /вырăсла кĕскен ЕПГУ/ урлă. Пĕрлехи порталта миçе çын регистрациленнĕ? Унта юлашки вăхăтра мĕнле улшăнусем пулнă? Пирĕн çак тата ытти ыйтăва ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов хуравлать.
— Александр Степанович, Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырура çакăн пек тĕллев лартрĕ: «Ултă çулта патшалăхăн пĕтĕм пулăшăвне чăн вăхăт режимĕпе кÿмелле». Чăваш Ен ку тĕллеве пурнăçлама пултарать-и?
— Патшалăх ертÿçин хушăвне пурнăçлас тесе Чăваш Республики хăйĕнчен мĕн килнине йăлтах тăвать. Ку тĕллев çăмăлах мар, çапах ăна пурнăçлама пулать. Электронлă правительство йĕркелесси — хальхи патшалăх аталанăвĕн çĕнĕ курсĕ. Пулăшусенчен нумайăшне халех онлайн мелпе, килтен тухмасăрах, илме пулать. Çакнашкал хутшăнусене пурнăçăн тĕрлĕ сферинче йĕркеленĕ: ЖКХ, вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕ, транспорт, социаллă сфера т.ыт.те. Паллах, усă курма май пур пулăшусемпе сервиссен шучĕ анлăлансах пырать, çапла вара влаçпа обществăн хутшăнăвĕсем те ансатрах пулаççĕ. Республикăра пурăнакансем патшалăхăн пĕтĕм пулăшăвĕпе дистанци сервисĕсем урлă усă курма пултарччăр тесе эпир питĕ тăрăшатпăр.
Пĕлтерĕшлĕ тепĕр ен — регионти информаци порталĕсене Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕпе интеграцилесси. Çак порталта пĕрре регистрациленсе «учетная запись» илсен гражданин патшалăхăн тĕрлĕ сайтĕнче пулăшу илме пултарать.
— Пĕрлехи порталта миçе çын регистрациленнĕ? Ку енĕпе хăш ÿсĕмри çынсем хастартарах?
— Раççей Çыхăнупа массăллă коммуникацисен министерствин кăтартăвĕсем тăрăх — Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче çĕршыври 68 миллион гражданин регистрациленнĕ. Чăваш Ен халĕ те, малтанхи пекех, ресурспа усă куракансен йышĕ ÿснипе палăрса тăрать. Пирĕн республикăра пурăнакан 14 çулти тата унран аслăрах çынсен 56,3 проценчĕн Пĕрлехи порталта «учетная запись» пур.
Унпа ытларах çамрăксем тата вăтам çулсенчи çынсем усă кураççĕ.
— Кăçалхи нарăс уйăхĕнчен врач патне электронлă майпа çырăнмалли йĕрке улшăнчĕ. Асăннă çĕнĕлĕхе çынсем хăнăхма ĕлкĕрчĕç-и?
— Нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа врач патне электронлă майпа çырăнас тесен малтан ЕПГУра регистрациленмелле. Ку çĕнĕлĕхсем граждансем порталти харпăр хăй кабинечĕпе ĕçлессине çăмăллатма тивĕç, патшалăхăн электронлă пулăшăвĕпе усă курас тесе хушма логинсемпе парольсем ас туса юлма тивмест. Врач патне çырăнас тесен тулли регистраци тумалла мар, паспортпа СНИЛС кăтартăвĕсене çеç çырмалла. Çын çак мелпех хăйĕн ачине те çырма пултарать, чăн та, ун пек чухне пепкин СНИЛСĕн кăтартăвĕсем кирлĕ. Врач патне малтан хăнăхнă мелсемпе те — регистратура е call-центр урлă — çырăнма пулать. Чăваш Енре çулсеренех тухтăр патне 2 миллион ытла çын электронлă регистратура урлă çырăнать.
— Чăваш Енре пурăнакансем ытларах хăш пулăшусемпе усă кураççĕ?
— Паянхи кун Чăваш Республикин влаç органĕсем патшалăхăн тата муниципалитетăн 60-а яхăн пулăшăвне кÿ-реççĕ. Чăваш Енре пурăнакансем 2017 çулта регион пулăшăвĕсене «Патшалăх пулăшăвĕсем» сайт урлă илес тĕллевпе 168 пине яхăн заявка çырнă. Порталпа усă курасси 3 хут ÿснĕ. Регион шайĕнчи çак пулăшусем анлă сарăлнă: врач патне, ача садне çырăнасси, ЗАГС органĕсен сервисĕсем, архив справкисене илесси. Федераци пулăшăвĕсенчен — Раççей Пенси фондĕнчи «лицевой счет» тăрăмĕ пирки информаци, водитель удостоверенине илесси, автомобиле регистрацилесси, пропискăна тăрасси. Росстат кăтартăвĕсем тăрăх — 2017 çулта халăхăн 60 проценчĕ патшалăх пулăшăвĕсемпе электронлă мелпе усă курнă.
— Кăçалтанпа строительство пуçламалли ирĕке те электронлă мелпе илме пулать-и? 
— Çапла, кăçалтанпа строительство пуçламалли, объекта хута ямалли ирĕке илме, строительство планне саккас пама чылай çăмăлрах. Çак пулăшусене халĕ хуласен тата ял тăрăхĕсен администрацийĕсем пурте электронлă мелпе кÿреççĕ. Малтан вара ку сервиспа Шупашкарта çеç усă курма май пулнă. Заявкăна Пĕрлехи портал урлă памалла, ятарлă формăна тултармалла та кирлĕ документсене çирĕплетмелле. Ыйту тÿрех влаç органне çитет, хатĕр документ — çыннăн харпăр хăй кабинетне.
— Пĕрлехи порталпа усă куракансене кăçал тата мĕнле çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ?
— Пĕлтĕрхи çĕнĕлĕхсем кăçал та вăйра тăраççĕ. ЕПГУпа усă курса çынсем вăхăтне çеç мар, укçине те перекетлеме пултараççĕ. Кăçал Пĕрлехи порталти «Манăн сывлăх» пайра çĕнĕ пулăшусем пулĕç. Тĕслĕхрен, çын хăш медицина организацийĕ çумне çирĕпленни тата хăш страховани компанине суйлани пирки калакан информаци. Унтах çын медицина организацийĕ çумне çирĕпленесси пирки заявлени çырма, хăйĕн электронлă медицина карттинчен информаци илет.
Чăваш Республики 2018 çулта регионсен информаци технологийĕсен сферинчи проекчĕсене пулăшма федераци бюджетĕнчен уйăракан субсидие илекенсен шутне кĕчĕ. Çав укçа — 12,5 миллион тенкĕ — çĕнĕ пулăшусене электронлă меле куçарма, регионăн Пĕрлехи порталти контентне çĕнетме каять.
«ХЫПАР».

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика