АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Каварлăскере çĕнтерме пулатех

30 марта 2018 г.

Туберкулезпа чирленĕ çын ÿсĕрнĕ, сунасланă, кулнă е калаçнă вăхăтра чир бациллисем вĕтĕ сурчăк е сĕлекен куçа курăнман тумламĕсем урлă таврана 2 метртан пуçласа 9 метр таран /1 тумламра 2—3 миллион таран пулаççĕ вĕсем/ сарăлма пултараççĕ, сывлăшра 30 минут таран тытăнса тăраççĕ, сывлăш урлă ÿпкене лекеççĕ.

Грипп, хĕрлĕ шатра, ОРЗ, ÿпке шыççи, сахăр диабечĕ, хырăмлăх çĕрнипе çыхăннă чирсем инфекцие вăйлă аталанма май параççĕ. Операци тунă хыççăн та чир хăвăрт аталанма пултарать. Çавăн пекех нерв, ăс-тăн чирĕпе чирленĕ, табак туртакан е эрех ĕçекен çынсене, япăх условисенче пурăнакансене туберкулез хăвăрт çавăрса илме пултарать. Паллах, амака сарăлма пулăшаканни — чирлĕ çын. Чир ерсен çыннăн мĕнпур органĕ сиенленет. Малтан вăл ÿпкене хавшатать, шăмăсене, çÿлти сывлав органĕсене, хырăмлăха сиенлет. Инфекци теприн сурчăкĕ, шăкпа каяш, сĕт е аш-какай продукчĕ урлă та ерет. Статистика çак чир наркомансем хушшинче уйрăмах вăйлă сарăлнине çирĕплетет.
Çын хăй туберкулезпа чирлине тÿрех пĕлеймессе те пултарать. Вăл сăлтавсăрах хăвăрт ывăнать, апат анманнипе аптăрать, час-часах тарлаттарать /уйрăмах çĕрле/, кĕлетке виçи чакать, ÿслĕк ерет, кăкăр тĕлĕнчен ыратать тата ытти те. Çакăн евĕр паллăсем уйăхран та иртсе каймарĕç пулсан, рентген тĕрĕслевне ирттермеллех. Çулталăкра пĕр хут флюорографи тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла.
Енчен те çуртра çак чирпе чирленисем пулсан, апатланнă чух уйрăм савăтсемпе, алшăллипе тата ыттипе те усă курмалла. Уçă формăллă туберкулезпа чирлĕ çыннăн шкулта, столовăйĕнче, апат-çимĕç лавккисенче е халăх йышлă пулакан ытти вырăнта ĕçлеме юраманнине асра тытмалла. Туберкулез паллисене вăхăтра тупса палăртсан çак каварлă чире çĕнтерме пулатех.
Гигиена йĕркисене çирĕп пăхăнни, физкультурăпа туслă пулни, уçă сывлăшра вăрах вăхăт çÿрени, тĕрĕс апатланни чиртен асăрханма пулăшать.
1882 çулхи пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче Берлинта Роберт Кох тухтăр хăрушă амакăн бациллине уçни пирки пĕлтернĕ. Сенсациллĕ доклада тунăранпа 100 çул иртнĕ май çак датăна пĕтĕм тĕнчери туберкулезпа кĕрешмелли кун тесе палăртмашкăн йышăннă. Унăн эмблеми — шурă чечек, салтак тÿми — тасалăх палли.
Пĕлтĕр районта пурăнакан 15785 çынна тĕрлĕ мелпе туберкулез чирĕнчен тĕрĕсленĕ. Чирлĕ 7 çынна регистрациленĕ. Тупса палăртнă тĕслĕхсенчен 6-шĕн — туберкулезăн уçă форми. 2016 çулта 12 çынна регистрациелнĕ. Çакă пĕтĕмпех вăхăтра тĕрĕсленменнипе, флюорографи витĕр тухманнипе çыхăннă.
Наиле Мирсиадовна МИНЕТУЛЛИНА, врач-фтизиатр:
— Чăваш Енре пурăнакан халăх сывлăхне упрас тата туберкулезран асăрхаттарас тĕллевпе мартăн 24-мĕшĕнчен апрелĕн 24-мĕшĕччен республикăра «Салтак тÿми» уйăхлăх иртет. Ăна çынсене чир пирки тĕплĕн каласа парас, вăхăтра тĕрĕсленме, сывă пурнăç йĕркипе пурăнма хăнăхтарас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Акци вăхăтĕнче республикăра, районта нумай мероприяти ирттерме палăртнă. Сăмахран, мартăн 26, апрелĕн 7,14, 21-мĕшĕсенче Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти туберкулеза хирĕç кĕрешекен сывлăх учрежденийĕсенче /Шупашкар хули, Пирогов урамĕ, 4-мĕш çурт, «В» корпус, Çĕнĕ Шупашкар хули, Силикатная урам, 3-мĕш çурт/, апрелĕн 7-мĕшĕнче Канаш хулинчи диспансерта /Люксембург урамĕ, 29-мĕш çурт/, апрелĕн 6-мĕшĕнче районти тĕп больницăра уçă алăксен кунĕ иртет. Çавна май кашниех тухтăр патне килсе тĕрĕсленме пултарать. Пурне те флюорографи тăваççĕ, фтизиатр-тухтăр тата ытти специалистсем сĕнÿ-канаш параççĕ. Акци вăхăтĕнче çын сурчăкне /мокрота/ направленисĕрех тĕрĕслеççĕ.

Усал чиртен асăрханмаллах
Медицина статистикин кăтартăвĕсем тăрăх, юлашки 20 çулта Раççейре арçынсем хушшинче усал шыçă чирĕсемпе чирлекенсен шучĕ 47 процент, хĕрарăмсем хушшинче вара 35 процент ÿснине палăртаççĕ.
Çав вăхăтрах асăннă чирпе чирлекенсен пĕрре виççĕмĕш пайĕ çулталăк хушшинче вилет. Çакăн тĕп сăлтавĕ — чире юлашки тапхăрта тупса па- лăртнине пула унран сипленме вăхăт юлманни. Енчен те хальтерех пуçланнă усал шыççа пĕрремĕш е иккĕмĕш тапхăрта тупса палăртсан çулталăк хушшинче чирлисен 8—12 проценчĕ çеç вилет, виççĕмĕш тапхăрта палăртсан — 58 проценчĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлать, тăваттăмĕш тапхăрта вара — 86 проценчĕ. Асăннă чиртен вăхăтра сипленни усал шыçăсенчен пĕтĕмĕшле хăтăлма май парать тата чирлекенсен ĕмĕрне те вăрăмлатма пулăшать. Усал шыçă чирĕсене пуçламăш тапхăртах тупса палăртасси — врачсен тĕп тĕллевĕ.
Рак чирĕнчен сыхланса ирттермелли ĕçсене виççĕ тапхăра пайлаççĕ. Паян вара усал шыççа пуçаракан сăлтавсене палăртса пĕрремĕш тапхăртах туса ирттермелли ĕçсем çинче чарăнса тăрасшăн. Çакăнта ĕнтĕ этем организмĕ çине канцерогенлă факторсем витĕм кÿнине пула усал шыççа пуçарса яракан тĕп сăлтавсене палăртасшăн. Çынсен сывлăх шайĕ вăл хăйĕн пурнăçне мĕнле йĕркеленинчен тата апатланăвĕнчен нумай килет. Чĕлĕм туртни этемшĕн уйрăмах сиенлине палăртаççĕ. Табак сăмалипе тĕтĕмĕ тута, чĕлхе, шăл тунипе пит çăмартин лăймакаллă сийĕ, ун хыççăн пырпа тип пыр тата ÿпкесем çине витĕм кÿреççĕ. Çавăнпа та чĕлĕм туртма пăрахни — ÿпке ракĕнчен сыхланмалли пĕртен-пĕр çул-йĕр.
Эрех-сăрапа виçесĕр иртĕхни те усал шыçă чирĕсемпе чирлессине палăрмаллах ÿстерет.
Ÿт-тир ракĕ пуçланасран ансат сĕнÿсене пăхăнса сыхланма пулать: хĕвел хĕртсе пăхнă вăхăтра аслăрах çулсенчи тата шурă ÿтлĕрех çынсен кĕлеткери уçă вырăнсене хÿтĕлемелле. Ÿт çинче вăраха кайнă суран, шăтан-юхан пуласран сыхланмалла. Çан-çурăм çинчи çĕвĕксене, тур паллисене суранлатасран асăрханмалла.
Çăварта тĕрлĕ усал шыçă аталанасран шăлсемпе çăвара таса тытса тăни те сыхлать. Чĕлхене тата пит çăмартин лăймакаллă сийне сиенлетекен чирлĕ шăлсене вăхăтра юсамалла.
Пĕтĕм тĕнчери ученăйсен тĕпчевĕсем тăрăх, этем мĕнле апатланни вар-хырăм ракне пуçарасси çине те витĕм кÿрет-мĕн. Чĕрчунсен белокĕпе çăвĕнчен, микроэлементсемпе клетчаткăран пуян мар апат, анчах та çав вăхăтрах ÿсен-тăран крахмалĕ тата тăвар нумай пулни усал шыçăсене пуçаракан сăлтав пулса тăраççĕ.
Апатра йод çитменни вара щит евĕрлĕ парсен ĕçне хавшатать. Çавна пулах вĕсем пысăкланас хăрушлăх ÿсет, кунпа пĕрлех щит евĕрлĕ парсен ракĕ пуçланас хăрушлăх тухса тăрать.
Мĕнпур микроэлементпа тата витаминсемпе пуян апат-çимĕçпе апатланни çавăн пекех кăкăр ракĕ пуçланассине чакарнине те асăнмасăр иртме çук. Хĕрарăм хăй усал шыçăсене вăхăтра тупса палăртасси çине пысăк тимлĕх уйăрни — чи пĕлтерĕшли. Çын хăйне мĕнле туйнине пăхмасăрах палăртнă вăхăтра диспансеризаципе профилактика тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла. Ÿпке чирĕсене малтанхи тапхăрта тупса палăртас тĕлĕшпе флюорографи тата рентген тумалла. Кашни пациентăнах çулталăкра пĕрререн кая мар ÿпкене тĕрĕслеттермелле.
Усал шыçă аталанма пуçланине малтанхи тапхăртах палăртма пулăшакан май вăл — юн илсе онкомаркер туни.
Çавăнпа та рак чирĕнчен сыхланас тесен çÿлерех асăннă мĕнпур йĕркене пăхăнни пĕлтерĕшлĕ.
Н.МИХАЙЛОВА,
район больницин врач-инфекционисчĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика