АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисеплĕ ентешĕмĕр ячĕпе - турнир

27 марта 2018 г.

Иртнĕ шăматкун, мартăн 24-мĕшĕнче, районти "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен черетлĕ ăмăртăвĕ иртрĕ. Турнира пуçласа районта классикăллă тата ирĕклĕ майпа кĕрешекенсене хатĕрленĕ, Тукай ялĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ Мускавра пурăнакан Петр Георгиевич Матросов ячĕпе ирттерчĕç.

Турнира уçнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Осипов, Чăваш Республикин физкультура тата спорт тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В.Семенов, А.Ченакин меценат хутшăнчĕç. Турнир пуçаруçи, спорт ветеранĕ, СССР спорт мастерĕн кандидачĕ Петр Матросов та çулĕсене пăхмасăрах кашни çулах ăмăртăва килет. Вăл пухăннисене, спортсменсене ăшшăн саламларĕ, спорта юратма, вăй-хала çирĕплетме чĕнсе каларĕ.

Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен черетлĕ ăмăртăвне республикăри районсемпе хуласен, Ульяновск облаçĕн чи ăста спортсменĕсем килсе çитнĕ. Икĕ кавир çинче170 яхăн кĕрешỹçĕ вăй виçрĕ.

Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен ăмăртăвĕ чăннипех те хĕрỹ иртрĕ. Куракансем кăшкăрса хавхалантарчĕç, кашниех çĕнтерме ăнтăлчĕ. Апла пулин те чи маттуррисем те хăюллисем çĕнтерỹçĕсен йышне лекрĕç, парнесене тивĕçрĕç.

24-54 килограмлисен йышĕнче Денис Яндров (Асанкасси), Антон Андреев тата Тимур Гисматуллин (Комсомольски) палăрчĕç. Хĕрсенчен 31 килограмлă виçере Ксения Суюкова (Асанкасси) - çĕнтерỹçĕсен йышĕнче. Яна Георгиева (Асанкасси) - 43 килограмлисем хушшинче мала тухрĕ. 48 килограмлă виçере Сергей Ильин (Асанкасси), 65 килограмлисем хушшинче Константин Калашников (Асанкасси) палăрчĕç. 55 килограмлă виçере арçынсем хушшинче Дмитрий Яндрова (Асанкасси) çитекенни пулмарĕ.

Турнира ирттерме пулăшнă спонсорсене А.Ченакина, М.Шарафутдинова, Х.Идиатуллина, Г.Шурбина, А.Заргирова, Р.Калакова, А.Степанова, Н.Соловьева, "Слава картофелю" агрофирма, "Рассвет" ЯХПК, "Искра" колхоз, "Хлебозавод" АО ертỹçисене чĕререн тав тăватпăр.

П.ПОРЯДКОВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика