27 марта 2018 г.
Республикăра çын вĕлернипе çыхăннă преступленисен шучĕ ỹснĕ. Çакă чăннипех те хумхантаракан, шутлаттаракан ыйту.
2017 çулта тата кăçалхи икĕ уйăхра суд икĕ çынна вĕлернĕ тĕлĕшпе икĕ уголовлă ĕç пăхса тухнă. Асăннă ĕçсемпе айăпланакансене нумай вăхăтлăха ирĕклĕхсĕр хăварнă, юсанмалли колоние янă. Ĕçсене тишкернĕ май çакă паллă: преступниксем обществăшăн усăллă ĕçре тăрăшмаççĕ, час-часах ĕçкелеççĕ. Республикăри кăтартусем те çакнах çирĕплетеççĕ: усал ĕçпе çыхланнисен 95 проценчĕ преступление ỹсĕрле тунă. Судпа айăпланнисен 70 проценчĕ вара ниçта та ĕçлемен тата тупăш илмен. Кашни тăваттăмĕш преступник маларах та йĕркене пăснă пулнă.
Тĕслĕхрен, Шупашкар хулинче пурăннă, ниçта та ĕçлемен арçын пĕлтĕрхи ноябрьте Комсомольскинче эрех ĕçнĕ хыççăн çынна хĕненĕ, юлашкинчен çĕçĕпе чикнĕ. Лешĕ вилмеллех аманнă. Çынна вĕлернĕскере 10 çул та 10 кунлăха ирĕк прависĕр хăварнă.
Çын пурнăçне татнăшăн саккун чăннипех те çирĕп явап тыттарать. Çакăн пек усал ĕçсенчен вăхăтра профилактика ĕçĕсем ирттерни пулăшма пултарать. Çакна шута илсе право хуралĕн, влаç органĕсен, вырăнти хăй тытăмлăх ĕçченĕсен халăхпа ытларах тĕл пулмалла, йывăр лару-тăрури çемьесене, ĕçекенсене сăнасах тăмалла, калаçусем йĕркелемелле.
РАЙОН ПРОКУРАТУРИ.
Источник: "Каçал Ен"