АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Водитель удостоверенине илме çăмăлрах

27 марта 2018 г.

Юлашки вăхăтра "Мои документы" нумай функциллĕ центр çынсене тĕрлĕ пулăшу кỹни пирки пĕрре кăна мар çыратпăр. Граждансем унта документсем килсе параççĕ те, хатĕррисене алла илеççĕ. Халĕ акă водитель удостоверенине те НФЦ урлă улăштарасси е çухатни вырăнне çĕнни илесси вăй илсе пырать.

Çакна пурнăçлама гражданинăн хă-йĕнпе пĕрле паспорт, медицина тĕрĕслевĕн ятарлă справки, водитель удостоверенийĕ (кивви), вăл çухалнă пулсассăн ГИБДД-ран справка кирлĕ. Хушамата улăштарнă пулсан çемье çавăрнине ĕнентерекен свидетельство пулмалла.

Енчен те водитель удостоверенине тахçанах илнĕ, вăл кивĕ формăллă пулсассăн, водитель стажне палăртма автошкултан вĕренсе тухнине ĕнентерекен свидетельство пулмалла.

Гражданинăн водитель удостоверенине улăштарма 2000 тенкĕ патшалăх пошлини тỹлемелле, квитанцие нумай функциллĕ центрта параççĕ.

Çавăн пекех заявление Пĕрлехи патшалăх порталĕ урлă çырсан патшалăх пошлинине 30 процент йỹнĕрех тỹлеме пулать. Çакна пурнăçлама Пĕрлехи порталта регистрациленмелле çеç. Çĕнĕ удостоверение вара Патăрьелĕнче илмелле пулать.

О.ГРИГОРЬЕВА,

муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕ çумĕнчи обществăлла канаш членĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика