АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Техникăна тĕрĕслеççĕ

27 марта 2018 г.

Чăваш Енре тракторсене, хăй тĕллĕн çỹрекен машинăсемпе вĕсен прицепĕсене техосмотр витĕр кăлармалли тапхăр пуçланчĕ.

Мартăн 23-мĕшĕнче "Слава картофелю" тата "Комсомольские овощи", çавăн пекех "АСК-Яльчики" агрофирмăсенчи автотранспортăн "сывлăхне" тĕрĕслерĕç. Республикăра кăна мар, Раççей шайĕнче те малти йыша тухма пултарнă хуçалăхсен палăртни-планлани питĕ нумай: "иккĕмĕш çăкăра" 750 гектар çинче çитĕнтерме палăртнă, 1000 гектар çинче донник ỹсĕ. Пахча çимĕç валли хуçалăх 53 гектар уйăрса хунă та ĕнтĕ. 2600 гектар çинче тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсем çитĕнмелле.

Техосмотра хутшăннă гостехнадзор инспекторĕ Сергей Кокарев, агрофирма инженерĕ Александр Павлов тата Рушан Салеев механик предприятисенчи техника юсавлăхĕ лайăх, паха тесе хакланă. Механизаторсене тăрăшса ĕçленĕшĕн ырланă, вĕсемпе хăрушсăрлăх техникипе инструктаж ирттернĕ.

Агрофирмăсен машинăпа техника паркĕ пуян. Унта агротехника ĕçĕсене пурнăçламалли трактор-машина пайтах: Джон Дир трактор - 9, МТЗ-1025 - 6, МТЗ-82 - 4, "Смарт" маркăллă прицепсем, 2ПТС-4 - 6 тата погрузчиксем - 4. Акмалли-лартмалли лаптăк ỹснĕ май хуçалăх Джон Дир-6175 трактор туяннă. Унсăр пуçне вĕсем "Палесье", "Кзс-1218", "Беркут-3,2" роторлă косилка, культиватор тата кăкарса ĕçлемелли вĕр çĕнĕ ытти агрегатсем туяннă. Çакна та палăртмалла, агрофирмăсенче гаражсем, юсав мастерско-йĕсемпе техникăна упрамалли площадкăсем те пур. Вĕсем пĕр енчен те аптрамаççĕ.

- Чи пахи - опытлă тата техникăна ăнланакан, ăна юратакан ĕçченсем пурри. Коллектив пĕр çемьери пек килĕштерсе пурăннине нимĕн те çитмест. Хăйсене шаннине тỹрре кăларнишĕн ĕçченсене чĕререн тав тăватăп, - тет агрофирмăн генеральнăй директорĕ Хасият Идиатуллин.

А.ИСАЕВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика