23 марта 2018 г.
Чăваш Енре 266 çын Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене маларах памашкăн заявлени çырнă. Вĕсем - пĕлтĕр вĕренсе тухнисем, колледжсемпе техникумсен студенчĕсем.
Экзаменсене маларах тытмалли тапхăр мартăн 21-мĕшĕнче пуçланнă. Вăл кун географипе тата ИКТ предмечĕпе ППЭ панă. Пĕтĕмпе 14 экзамен тыттарĕç. Маларах тытмалли ППЭ тапхăрĕ апрелĕн 11-мĕшĕнче вĕçленет.
Заявлени çырнă çамрăксен 54 проценчĕ вырăс чĕлхипе экзамен тытĕ, математикăпа - 48 процент. Çавăн пекех обществознани, физика предмечĕсене суйлакансем нумайăн пулнă. Пĕрремĕш экзаменсен кăтартăвĕсем ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче паллă пулĕç.
ППЭн тĕп тапхăрĕ çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче пуçланать те утă уйăхĕн 2-мĕшĕнче вĕçленет.
Источник: "Каçал Ен"