23 марта 2018 г.
Юнкун, мартăн 21-мĕшĕнче, республикăра Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Тĕлпулусен тĕп темисем Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне çуллен яракан Çырăва сỹтсе явассипе Раççей Президенчĕн суйлавĕн малтанхи кăтартăвĕсемпе паллашасси пулчĕç. "2018 çулхи çурхи-çуллахи тапхăрсенче пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси" тема та информушкăншăн ют пулмарĕ.
Тукай Мишер çыннисемпе куçа-куçăн калаçма район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, Урмаел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Минзаит Зайнуллин çитрĕç. Тинрех кăна Раççей Президентне суйларăмăр. Çавна май, паллах, кашнине сасăлавăн малтанхи кăтартăвĕсем кăсăклантарчĕç. Сăмах май каласан, çав кун районта пурĕ 40 суйлав участокĕ ĕçленĕ. Ирхи 8 сехетрен пуçласа каçхи 20 сехетчен тăсăлнă сасăлавра 16094 çын хăйсен гражданла тивĕçне пурнăçланă. Ку - суйлавçăсен 92,89 проценчĕ. Урмаел ял тăрăхĕнче пурăнакансем те суйлава хастар хутшăннă.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов та ял çыннисене яваплăха туйнăшăн тав турĕ, унтан вăл малашнехи ĕмĕт-тĕллев çинче чарăнчĕ. Туса ирттернĕ ĕç кунта, чăн та, чылай, пурнăçламаллисем те - пайтах. Вĕсенчен пĕри - ялти фельдшер пунктне çĕнетесси. Вырăнти сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕ хальхи нормăсемпе требованисене тивĕçтерменни курăнсах тăрать. Çавна май кунта çывăх вăхăтра çĕнĕ ФАП хута яма палăртнă.
Çак кун Чăваш Республикин финанс министрĕн çумĕпе Валерий Ивановпа районти финанс пайĕн начальникĕ Евгений Чернов Элпуç тăрăхне çитсе унта пурăнакансемпе тĕл пулнă. Вĕсем çынсемпе Пĕрлехи информаци кунĕн темисене сỹтсе явнă.
А.ИСАЕВА.
Источник: "Каçал Ен"