23 марта 2018 г.
Паян Интернет уçлăхĕ пысăк пулăшу кÿрет, унпа усă курма меллĕ, мĕншĕн тесен вăл кирек мĕнле ыйтăвăн хуравне те тупса парать. Унсăр пуçне литература произведенийĕсене те вырнаçтарнă унта. Хăшĕ лайăх — интернет е библиотекăра упранакан кĕнеке? Пĕр пек хурав пулмĕ. Кашниех хăй тĕрĕс тесе шухăшлать. Çапах паян библиотека хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман-ха, вăл мĕнле шайра пулнине кĕнеке тусĕсем çирĕплетме пултараççĕ.
Комсомольски тĕп библиотекин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă май вулавăшăн паянхи пĕлтерĕшĕпе кăсăклантăм. Халăха кĕнекепе тивĕçтернисĕр пуçне тата мĕнле ĕçсем пурнăçлать вăл? Паянхи кун вулавăшсем çĕнĕ литературăпа кирлĕ шайра пуянланса пыраççĕ-и?
— Вулавăш — малтанхи пекех халăх юратса çÿрекен хăйне евĕрлĕ тĕнче. Районта вăй хуракан 25 библиотекарь кĕнеке тусĕсемшĕн тăван пекех. Ахальтен каланă сăмахсем мар çаксем. Паянхи вулавăш ĕçченĕ кĕнекепе тивĕçтерекен çын çеç мар, вăл — малашлăха шанчăклă утма пулăшакан та. Çакна тĕслĕхсемпе çирĕплетме пулать. Сăмахран, кунта кулленхи пурнăç ыйтакан программăсене ĕçе кĕртеççĕ. Акă, çĕршывра кăçал — Ырă тăвакансен çулталăкĕ. Шăпах çак енĕпе çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртессипе тимлеççĕ те библиотекарьсем. Вулавăшсенче кĕнеке выставкисем йĕркеленĕ. Вулакансем валли тĕрлĕ мероприяти иртет, унта аслисене те, ачасене те явăçтараççĕ, — калăçăва пуçларĕ тĕп библиотека директорĕ Инна Ядрова.
— Вулакансене библиотекăра кĕнекесемпе, хаçат-журналпа паллашма сĕннипе пĕрлех тата мĕнпе пулăшма пултаратăр?
— Библиотека паян информаципе культура центрĕ шутланать. Апла пулсассăн вулакан периодика изданийĕсемпе паллашать, вулать, кирлĕ информацие пĕлет, культурăллă канать. Эпир тăтăшах презентацисем йĕркелетпĕр, тĕрлĕ темăна çутатакан буклетсем хатĕрлетпĕр, тематика, литература, уяв каçĕсем, тĕл пулусем, право сехечĕсем йĕркелетпĕр. Библиотекăра Раççей юрисчĕсен ассоциацийĕн консультаци пункчĕ ĕçлет. Çавна май тăтăшах право сехечĕсем иртеççĕ. Унпа пĕрлех кашни вулавăшрах компьютер пĕлÿлĕхĕн шкулĕ ĕçлет. Пĕлтĕр вĕсем 139 мероприяти йĕркеленĕ, 500 çыннăн компьютерпа ĕçлес пĕлÿ шайне ÿстернĕ. Çавăн пекех, палăртса хăварас килет, библиотекăна çÿрекенсен тавракурăмне аталантарас, вĕсен интересĕсене ÿстерес тĕллеве пурнăçа кĕртсе вулавăшсенче тĕрлĕ клуб ĕçлет.
— Инна Петровна, библиотека ĕçченĕсемпе вулакансем конкурссенче те хастар тенине илтнĕ. Çĕнтерÿсемпе савăнтараççĕ-и?
— Коллективра пуян опытлă ĕçченсем, яланах малалла ăнтăлакан çынсем тăрăшаççĕ. Çакна вĕсем тĕслĕхсемпе çирĕплетсе параççĕ. Эпир пĕр конкурсран та айккинче юлмастпăр. Библиотекарьсем çеç мар, вулакансем те маттур пирĕн. Пĕлтĕр Раççей шайĕнчи икĕ конкурса, республикăри 10 конкурса хутшăннă. Конкурссенчи çитĕнÿсемпе те мухтанатпăр. Сăмахран, районти тĕп библиотека республикăри «Чи лайăх культура учрежденийĕ» конкурсра çĕнтернĕ. Шурут ял библиотеки «21-мĕш ĕмĕр библиотеки» конкурса хутшăнса Диплома тивĕçрĕ. Асăннă вулавăшра ачасен право пĕлĕвне ÿстерекен «Правознайка» проекта ĕçе кĕртнине жюри членĕсем пысăка хурса хакланă. «Прикосновение к мастерству» республикăри фестиваль-конкурсра «Декоративно-прикладное искусство» номинацире Ирина Крылова ертсе пынипе хутшăннă ачасем С.Макаров, М.Крылова малти вырăнсене тухнă. Конкурссемпе тĕрлĕ мероприятисенче ачасем хастар. Пĕрле ĕçлесен çитĕнÿ тума çăмăлрах.
— Çитĕнÿсем тăрăшса ĕçленинчен нумай килеççĕ. Чи маттур библиотекарьсем камсем;
— Ĕç кал-кал пырасси коллективран нумай килет. Районта 16 вулавăшра тата «Çĕр тата çынсем» халăх музейĕнче пурĕ 31 çын тăрăшать. Ĕçченсенчен чылайăшĕ культурăра чылай çул ĕçлет. Пуян опытлă Любовь Морозова, Валентина Боровкова, Елена Прокопьева, Татьяна Волкова /Дубовка/, Альбина Ефремова /Йăлмахва/, Миндания Чумарова /Урмаел/, Любовь Филиппова /Анат Тимĕрчкасси/, Ирина Албутова /Кĕçĕн Каçал/ çамрăксене вĕрентсе пыраççĕ. Акă, Редалия Сабитова, Нина Антонова методистсем, Ирина Крылова, Елена Хораськина, Йолдыз Шайдуллина, Галина Родионова, Светлана Петрова библиотекарьсем ĕçре çитĕнÿсемпе палăрма та ĕлкĕрнĕ. Апла пулсассăн малашне те тăрăшса ĕçлесчĕ, хастартарах пуласчĕ.
Централизациленĕ библиотека фондĕнче пурĕ 234944 экземпляр кĕнеке шутланать.
2017 çулта фонд 3255 экземпляр кĕнекепе пуянланнă.
Пурĕ 292 экземляр хаçат-журнал çырăннă, вăтамран пĕр библиотека пуçне 8 периодика изданийĕ тивĕçет.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"