АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлĕхре - пирĕн вăй!

20 марта 2018 г.

Мартăн 18-мĕшĕнче Раççейпе Крым пĕрлешнĕ куна халалласа Шупашкарта "Эпир пĕрле!" уяв концерчĕ иртнĕ. Пухăннисене чи малтан республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ăшшăн саламланă.

"Пĕрлĕхре пирĕн вăй, пире никам та парăнтараймĕ. Сывă пултăр Раççей!" - тенĕ Михаил Игнатьев уява пуçтарăннисене саламланă май. Чăваш Енре пурăнакансене пурне те ырлăх-сывлăх, ăнăçусем суннă, тĕнчере яланах тăнăç пурнăç пултăр тенĕ.

Уяв концертне пухăннисене И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ректорĕ Владимир Иванов саламланă. Республикăри çамрăксен ячĕпе сывлăх сыхлавĕн сферинче ĕçлекенсен "Волонтеры-медики" обществăлла юхăмĕн Чăваш Енри координаторĕ Ольга Брагина тав тунă. "Çĕршыв ертỹлĕхĕ Крым Раççей йышне кĕтĕр тесе тунă йышăнăва ырлатпăр. Раççей тата Крым пĕрле пулнишĕн савăнатпăр, мăнаçланатпăр", - тенĕ вăл.

"Эпир пĕрле!" уяв концертне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн членĕ Вадим Николаев, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Николай Малов, Леонид Черкесов, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертỹçи Юрий Васильев, правительство членĕсем, хула ертỹлĕхĕ, тĕрлĕ политика партийĕсен представителĕсем, предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсем, студентсем хутшăннă. Пĕтĕмпе концертра 3 пин ытла çын савăннă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика