16 марта 2018 г.
Иртнĕ кунсенче Тăманлă Выçли пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулĕнче Комсомольски районĕнчи вĕренỹ учрежденийĕсенче чăваш чĕлхипе литературине тата тăван ен культурине вĕрентекенсен муниципалитет шайĕнчи 14-мĕш фестиваль-конкурсĕ иртрĕ. Шкул ачисем сумлă хăнасене çăкăр-тăварпа ăшшăн кĕтсе илчĕç.
Фестивале чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен районти методика пĕрлешĕвĕн ертỹçи Светлана Индюкова уçрĕ, вăл конкурса хутшăнакансене хĕрỹ тупăшура ăнăçусем сунчĕ. Вырăнти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулăн директорĕ Ярослав Ильин пухăннисене шкул пурнăçĕпе тата ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕ.
Уçă уроксен фестивальне хаваслă лару-тăрура уçнă хыççăн кашнийĕ кĕтнĕ хĕрỹ самант пуçланчĕ. Чăн та, конкурса хутшăнакан вĕрентекенсем урока питĕ тĕплĕн хатĕрленни курăнсах тăрать. Тĕслĕхрен, Шурут вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ А.Лукина 8-мĕш класс ачисемпе "Хурапа шурă", Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче ĕçлекен С.Жуковăпа В.Гордеев "Ытарайми аннеçĕм", Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче пĕлỹ паракан Г.Тимофеева 6-мĕш класра "Ыр кăмăллă-и эпир?" темăсемпе уçă уроксене питĕ кăсăк та хăйевĕрлĕ ирттерчĕç.
Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче вĕрентекен Л.Абрамовăпа С.Индюкова вара 7-мĕш класс вĕренекенĕсемпе "Чăваш тĕнчи" квест йĕркелерĕç. Икĕ ушкăн хушшинчи тупăшу хĕрỹ иртрĕ. Нĕркеç вăтам шкулĕнче пĕлỹ паракан Н.Плеткина 9-мĕш класс вĕренекенĕсемпе "Çынна сăпайлăх илем кỹрет", Тукай Мишерĕнчи З.Бахалдинова 5-мĕш классемпе "Чăваш Республикин символĕсем" темăсене сỹтсе яврĕç. Вĕренекенсем малтанах символсене пуçтарчĕç, унтан вĕсене сăрласа илемлетрĕç.
Уçă уроксем вĕçленнĕ хыççăн мастер-классем пуçланчĕç. Шурут вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ Л.Тарасова, "И.Я.Яковлев халалĕнчи сапăрлăхпа кăмăл-сипет ыйтăвĕсем" темăна суйласа илнĕскер, чăн малтан сăмах илчĕ. Н.Ефремовăпа Л.Никифорова чăваш чĕлхипе республикăн пĕрлехи экзаменне тытма хатĕрлессине çĕнĕрен аса илтерчĕç. В.Ефимова ирттернĕ "Чăваш чĕлхипе литература урокĕсенче тухăçлă мелсемпе усă курасси" мастер-класс пуриншĕн те кăсăк пулчĕ.
Уява пĕтĕмлетсе, шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Т.Шингалова тата тăван ен культурипе пĕлỹ паракан И.Ильина ертсе пынипе, 5 тата 6-мĕш классен ачисем юрă-ташăпа саламларĕç. 3-мĕш класра вĕренекенсем Иван Яковлев калавĕ тăрăх "Эпĕ ỹкĕнни" сценка лартрĕç. 6-мĕш класри Н.Ильин кĕвĕ тĕнчине илсе çитерчĕ.
Жюри членĕсене уроксене хаклама, чăн та, ансат пулмарĕ. С.Индюкова вĕрентекенсем уроксене хăйевĕрлĕ ирттерме, çав вăхăтрах вĕсем тухăçлă меслетсемпе усă курма пĕлнине те палăртрĕ.
Фестиваль питĕ ăнăçлă иртрĕ. Курма килнисем те, конкурса хутшăнакансем те кăмăллă юлчĕç. Учительсем çакăн пек ăмăртусем кирлине, пĕр-пĕринчен вĕренмелли чылаййине палăртрĕç, ачасем вара хăнасем ирттернĕ уроксемпе кăмăллă пулнине пĕлтерчĕç.
Т.ШИНГАЛОВА,
вĕрентекен.
Источник: "Каçал Ен"