АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Вилĕм ăçта сутнине пĕлтер"

16 марта 2018 г.

Мартăн 12-23-мĕшĕсенче Раççейре, çавăн пекех Чăваш Енре те, "Вилĕм ăçта сутнине пĕлтер" профилактика мероприятийĕ иртет.

Асăннă акци Чăваш Енре кашни çулах икĕ тапхăрпа иртет. Иккĕмĕш тапхăрне кĕркунне, ноябрĕн12-23-мĕшĕсенче, йĕркелеме палăртнă. Унăн тĕп тĕллевĕ - наркопритонсене тупса палăртасси, наркотик хутăшĕллĕ япаласене сарассине чарасси, çивĕч ыйтăва татса парассине халăха явăçтарасси, пĕлтересси.

Акци вăхăтĕнче наркотике ăçта сутнине пĕлтерме çеç мар, наркотикпе айкашакансене сиплемелли, реабилитацилемелли пирки специалистсенчен те канаш илме пулать. Çынсен наркотике хирĕç кĕрешес ĕçре хăйсен сĕнĕвĕсене те пама юрать.

Наркотикпе çыхăннă кирек мĕнле хыпара та 8(8352) 58-33-33 шанăç телефонĕпе шăнкăравласа пĕлтермелле. Шăнкăравлаканăн ятне, хушаматне каламасассăн та юрать.

Унпа пĕрлех районти муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмне те 5-14-13 номерпе шăнкăравлăр. Наркотиксемпе айкашакансен çулне пĕрле пỹлер.

И.АВДЕЕВ,

полици начальникĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика