АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аграрисем тĕл пулнă

16 марта 2018 г.

Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ертсе пыракан делегаци Краснодарта иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх таварĕ туса илекенсен форумне хутшăннă.

Икĕ куна тăсăлнă форум вăхăтĕнче çĕршывăн агропромышленноç комплексĕн тĕрлĕ отраслĕн - ял хуçалăх культурисене туса илесси, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси, фермерсемпе кооперативсем, апат-çимĕç тата тирпейлекен промышленноç - аталанăвĕн ыйтăвĕсемпе "çавра сĕтелсем" йĕркеленĕ.

Сергей Артамонов "Ял хуçалăх культурисене туса илессин стратегийĕ: çитĕнỹсемпе 2018 çулхи тĕллевсем" секци ĕçне хутшăннă. Мероприятие РФ Ял хуçалăх министерствин Ỹсен-тăран ỹстерессин, механизаци, химизаци тата ỹсен-тăрана хỹтĕлессин департаменчĕн директорĕ Петр Чекмарев йĕркелесе ертсе пынă. Секци ыйтăвĕсене сỹтсе явма çавăн пекех Куславкка районĕнчи Василий Семенов фермер, пирĕн районти "Çĕрулмине мухтав" агрофирмăн генеральнăй директорĕ Хасият Идиатуллин та хутшăннă.

Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх таварĕ туса илекенсен форумĕн ĕçне мартăн 12-мĕшĕнче çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин хутшăннă, пленарлă ларăва пĕтĕмлетнĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика