13 марта 2018 г.
Чăваш Республикинче "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" ыркăмăллăх марафонĕ пырать. Марафон февралĕн 17-мĕшĕнче старт илчĕ. Унăн тĕллевĕ - ачалăха хỹтĕлесси, сусăр, тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хỹттисĕр юлнисене пулăшасси, ачалăхпа çыхăннă ырă кăмăллăх программисене пурнăçа кĕртме укçа-тенкĕ пухасси. Вăл пин-пин çынна пĕр чăмăра пуçтарать. Унăн пухмачĕ кунсерен пуянланать.
Марафон хăйĕн пĕлтерĕшне çулсерен ỹстерет çеç мар, ырă ĕç тăвакансен йышĕ те çулленех йышланать. Организацисемпе предприятисенче тăрăшакансем, влаç органĕсен ĕçченĕсем, пенсионерсем, шкулсемпе ача сачĕсем пурте ыркăмăллăх пухмачне тултарма тỹпе хываççĕ.
Унăн пухмачĕ малашне кунсерен ỹссе пырассинче иккĕленỹ çук. Эсир, хисеплĕ вулакансем, хăвăрăн тỹпене хывма манман-и?
Тĕрĕссипе, пухмача кам мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ хывни мар, çул çитмен ачасен пурнăçне лайăхлатмашкăн пирĕнтен кашниех чун ăшши хĕрхенменни пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та марафона укçа-тенкĕ хывма ан манăр, ырă туни ырăпа таврăнать.
Реквизитсем: Получатель: ЧРО ООБФ "Российский детский фонд".
ИНН 2128005408, КПП 213001001
Расчетный счет 40703810075220160067
в Отделении № 8613 Сбербанка России г. Чебоксары.
БИК 049706609, к/с 30101810300000000609.
Источник: "Каçал Ен"