АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акци вăхăтĕнче тĕлпулусем иртеççĕ

13 марта 2018 г.

Çул çитмен çамрăксене тĕрĕслесе тăрас, вĕсене преступлени  çулĕ çине   тăрассинчен   асăрхаттарас   тĕлĕшпе    февралĕн 28-мĕшĕнчен мартăн 27-мĕшĕччен районта "Полици тата ачасем" профилактика мероприятийĕ иртет.

Çак вăхăтра районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем, район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн специалисчĕсем вăтам тата тĕп шкулсене çитсе ачасемпе тĕл пулаççĕ, калаçусем йĕркелеççĕ. Шăпах акци вăхăтĕнче ачасемпе йĕркене пăсни, саккуна пăхăнманни мĕн патне илсе çитерме пултарнине сỹтсе яватпăр. Çавăн пекех хаяр шĕвек, наркотик тата психоактивлă хутăшсем тутанни, пирус туртни те пурнăçшăн çав тери сиенлине тепĕр хутчен аса илтеретпĕр.

Вĕренекенсемпе профилактика мероприятийĕсем йĕркелени, уçă калаçусем ирттерни çав тери усăллă. Вĕсем асăрхануллăрах пулма хăнăхаççĕ, каланине ăша хываççĕ. Çавăнпа та аслисен, ашшĕ-амăшĕн çул çитмен çамрăксемпе тимлĕ пулмалла!

Р.ЖУКОВА,

çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен инспектор.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика