07 марта 2018 г.
Çак кунсенче Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне уявлатпăр. Хĕрарăм вăл - пурнăç палли, çемье ăшшине упраканĕ, çывăх çыннисене ачашлăх парнелекенĕ.
Хĕрарăм яланах пуçаруллă та маттур, хастар. Тата мĕнлерех вăл? Статистиксем тĕпчесе пĕлнипе паллаштарасшăн сире.
2017 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикинче 658 пин хĕрарăма шута илнĕ, вĕсенчен 422 пинĕшĕ - хулара, 236 пинĕшĕ ялта пурăнать.
Пĕлтĕр 7170 мăшăр çемье çавăрнă. Хĕрсенчен ытларахăшĕ (76 проценчĕ) пĕрремĕш хутчен качча тухнă. Ытларах 20-24 çулхисем качча каяççĕ - 34 процент.
Этемлĕхĕн черченкĕ çуррийĕ çутçанталăк умĕнчи тивĕçе пурнăçласа ача ытларах çуратма тĕв туни чăннипех савăнтарать. Республикăра пĕлтĕр 13,9 пин ача çуралнă: 7,1 пин арçын ача, 6,8 пин хĕрача.
2017 çулта 15 çултан аслăрах 290 пин хĕрарăм экономикăн тĕрлĕ сферинче вăй хунă.
Хĕрарăм паянхи пурнăç уттинчен юлмасăр шав малалла ăнтăлать. Вăл ачисене тивĕçлĕ воспитани парать, обществăлла ĕçе те хастар хутшăнать.
Çакна тĕпе хурса илĕртỹллĕ те çепĕç чунлă паянхи хĕрарăма çăмăл мар пурнăçра ырлăх-сывлăх тата ăнăçу сунатпăр. Уяв ячĕпе сире!
Паянхи чиперуксем пĕрешкел мар, паллах. Çапах та хăйне евĕрлĕхĕпе çут тĕнчене тытса тăма пултаракан тĕрев йĕркелеççĕ. Пĕлĕвĕпе, пултарулăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе пурнăçăмăра илемлĕрех, пуянрах, хăтлăрах тума тăрăшаççĕ. Çав вăхăтрах вĕсем илĕртỹлĕхе, чун ăшшине, ырăлăха çухатмасăр юратнă амăшĕсем, шанчăклă мăшăрсем шутланаççĕ, тăван кил ăшшине упрама пĕлеççĕ.
ЧĂВАШСТАТ.
Источник: "Каçал Ен"