АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăшпиллĕ калаçу эмелрен те сиплĕрех

07 марта 2018 г.

Чăваш хĕрарăмĕн ĕçченлĕхĕ пуриншĕн те паллă. Унсăр пуçне тĕлĕнмелле чăтăмлă вăл, кăмăлĕпе çирĕп.

Медицина çул-йĕрне суйласа илнĕ çыннăн вара уйрăмах çирĕп кăмăллă пулмалла. Пирĕн хушăмăрта ырăран та ырă, çак пархатарлă ĕçе чун-чĕререн юратнипе суйласа илнĕ çынсем те пайтах.

Районти тĕп больницăра 41 çул тăрăшакан Маргарита Ивановна Федорова шăпах çав йышшисенчен. Шаннă ĕçе ахальтен суйласа илмен вăл. Чун туртнипе, кăмăла кайнипе медицина çул-йĕрĕпе утма тĕв тунă. Ĕçе кỹлĕннĕренпе тăватă теçетке çул иртнĕ пулин те, паянхи кун та вăл çынсене сиплет. Ир тăрать те ĕçе васкать, каçхине киле илсе çитерекен сукмака такăрлатать. Кунсерен вун-вун пациента тивĕçлĕ пулăшу парать вăл. Отоларинголог профессине суйласа илнĕ хĕрарăмăн кашни пациентпа ырă кăмăллă, таса чунлă, пысăк чĕреллĕ, чăн-чăн çын пулмалла. Унăн аслисене çеç мар, пĕчĕккисене те сиплемелле. Кашнийĕшне сывалма çеç мар, ăшă сăмахпа та пулăшма пĕлмелле. Ахальтен мар тухтăр: "Чĕререн тухакан ăшпиллĕ калаçу хаклă эмелрен те сиплĕрех", - тет.

Пурнăç сукмакне Маргарита Ивановна ахаль утса ирттермен, ирттермест те. Тутарстан Республикинче çуралса ỹснĕ хĕре, алла диплом илнĕ-скере, Комсомольски район больницине ĕçлеме çирĕплетнĕ те унтанпа вăл шаннă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Чи малтанах вăл отоларингологра, каярах поликлиника заведующийĕнче, унтан больницăн тĕп тухтăрĕн çумĕнче тăрăшнă. 1990 çулта пуçаруллăскере тĕп больница лавне туртма шанса параççĕ. Маргарита Ивановна 20 çул ĕç-ленĕ тĕп тухтăрта. Çак вăхăтра район больницин пурлăхпа техника никĕсĕ нумай пуянланнă, çĕнĕ объектсем хута кайнă, поликлиникăна, уйрăмсене юсаса çĕнетнĕ, çĕнĕ кадрсем ĕçе кỹлĕннĕ.

Ĕçри тăрăшулăхшăн вара Маргарита Ивановнăна пĕрре кăна мар Тав хучĕсемпе, Хисеп грамотисемпе чысланă. Вăл - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тухтăрĕ. Унăн ятне Комсомольски районĕн сывлăх сыхлавĕн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ. Вăл çеç-и, яланах тивĕçлĕ пулăшу паракан тухтăра районта пурăнакансем чунтан хисеплеççĕ. Ахальтен мар сывлăхĕ япăхланнине кура йышăнăва пынă пациентсене вăл хăйĕн ăшпиллĕ калаçăвĕпе лăплантарать, шанчăкпа, ĕмĕтпе пурăнма хавхалантарать.

Маргарита Ивановна хăй те пурнăçра çирĕп утăмсемпе утакан çын. Пурнăçлама тĕллев лартнă ĕçсене пурнăçлатех, ыттисене те пулăшма вăхăт тупать. Ĕçре телейне тупнăскер, пушă вăхăта та усăллă ирттерет. Маргарита Ивановна - "Кубняночка" вокал ансамблĕн активлă членĕ. 30 çул ытла сцена çинче вăл.

- Юрлани кăмăла çĕклет, ĕçлеме вăй-хал хушать, - тет кĕвве-çемме кăмăллаканскер.

Шурă халатлă ывăнма пĕлмен ĕçченĕн кун-çул сукмакĕ вăрăм та такăр, сывлăхĕ çирĕп пултăр. Унăн пулăшăвĕпе сиплевĕ пациентсене куллен кирлĕ!

А. АНТОНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика