АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача сачĕсем хăпартрăмăр, черетре - шкулсем

02 марта 2018 г.

Кирек хăш çыннăн тата обществăн та ачасемшĕн тăрăшасси малта тăрать. Раççей Президенчĕн юлашки демографи пуçарăвĕ вăл - ачасен интересĕсене мала хурса пуçланă ĕçе тăсасси. 2012 çулхи май уйăхĕнчи пĕр хушăвĕнче Президент виçĕ çултан аслăраххисене ача сачĕсемпе тивĕçтерес тĕллев лартнăччĕ.

Çак проблема суйлавçăсен наказĕсенче уçăмлăн курăннăччĕ. Ăна тĕрлĕ шайри депутатсене панăччĕ. Ыйтăва Раççей Президенчĕ çулленех ирттерекен тỹрĕ эфирта та çĕкленĕччĕ.

Социаллă объектсем тăвасси йỹне лармасть. Республика ертỹçисемпе депутатсем бюджетри расхутсен статйине тивĕçлипе пăхса пынă. Çавах Чăваш Ен çакна федераци центрĕн пулăшăвĕсĕр тăвайман.

"Ача сачĕсем - ачасене" федераллă программăпа килĕшỹллĕн тĕллевлĕ пулăшу сахал мар килнĕ. Укçа-тенке хатĕр проектсене кура та параççĕ-çке. Çак ĕç республика тата муниципалитет шайĕнче те тивĕçлипех пурнăçланнă.

2012 çулта 37647 ача садике кайма черетре тăнă. 6 çулта республикăра 8000 вырăнлăх 47 ача сачĕ хута янă. Ытти майсемпе 23 пин пепкене телей пỹрнĕ. Çавна май черетре тăракан юлман. Президент хушăвне Чăваш Республики туллин пурнăçланă. Хăш-пĕр районсенче иккĕрен иртнисем те садике çỹреме пултараççĕ. 2012 çулхипе танлаштарсан, шкул çулне çитмен ачасене пĕлỹ парасси те чылай ỹснĕ.

Халĕ кĕçĕнреххисене ача сачĕсене çỹремелле тăвас ыйту тăрать. 2018-2020 çулсенче шкул çулне çитмен ачасен тата 10 учрежденине тума палăртнă.

Çак ĕçĕн тăсăмĕ шкулсем тăвасси пулса тăчĕ. Ача сачĕн çулĕ питĕ хăвăрт шкул çулне куçать. Чăваш Республикинче ултă çулта 3675 вырăнлăх 10 шкул хута янă. Çапах та хальлĕхе икĕ сменăпа ĕçлекен учрежденисем те пур-ха. Раççей Президенчĕ икĕ сменăпа вĕренессине 2025 çул тĕлне пĕтерме хушрĕ.

Республикăра "Чăваш Республикинчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан организацисенче 2016-2025 çулсенче çĕнĕ вырăнсем уçасси" çумпрограмма çирĕплетнĕ. Унпа килĕшỹллĕн 2025 çулччен 15745 вырăнлăх 32 шкул тумалла тата реконструкцилемелле, çавăн пекех 1000 вырăнлă икĕ çурта юсамалла.

Çумпрограммăна пурнăçа кĕртсе Шупашкарти Гладков урамĕнче 1100 вырăнлăх çĕнĕ шкул хута янă. Пирĕн районти Эльпуç ялĕнче 165 вырăнлă шкулта шкул çулне çитмен 40 ача валли ушкăн уçнă. Шупашкарти тăваттăмĕш лицейри пỹлĕмсене реконструкцилени те 500 вырăнлă вĕренỹ корпусĕ тума май панă. Федераллă бюджетран пĕтĕмĕшле тăкаксен 3/4 пайĕ кайнă.

Асăннă çумпрограммăпа килĕшỹллĕн пĕлтĕр çеç Çĕрпỹри Кăнтăр микрорайонĕнче 1000 вырăнлă вăтам шкул тунă, Сĕнтĕрвăрринче 1-мĕш номерлĕ гимназие (225 вырăнлă) реконструкциленĕ.

2018-2020 çулсенче республикăра 400 вырăнлă кадет шкулне, "Волжский-3", "Новый город" тата "Садовый" микрорайонсенче вăтам шкулсем хута яма палăртнă. Çакă хальхи вĕренỹ заведенийĕсен ĕçне те çăмăллатать. Унсăр пуçне çĕнĕ микрорайонсенче пурăнакансен ачисем пурăнакан вырăнпа юнашарах пĕлỹ илме пултараççĕ. Пуçламăш шкулсем Етĕрнере (300 вырăнлă) тата Патăрьелĕнче (154 вырăнлă) те пулĕç.

Раççей Президенчĕн хушăвĕсем пурнăçланса пыраççĕ.

"Пĕтĕмĕшле илсен эпир ача сачĕсенче вырăнпа тивĕçтерес ыйтăва татнă. Халĕ яслисенчи икĕ уйăхран пуçласа виçĕ çулчченхи ачасен черетне пĕтермелле". Президенчĕ В.В.Путин.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика