02 марта 2018 г.
Çуркунне çывхарнă май çутçанталăк вăранать, хĕвел хăйĕн ăшшине çĕр çине ытларах сапалать.
Вĕлле хурчĕсем пĕрремĕш вĕçев тума васкаççĕ.
Çакă пире, утарçăсене, хуртпа çыхăннă çурхи ĕçсене тума васкатать. Ылтăн хуртсене çуркунне маларах вĕçтерни питĕ паха, мĕншĕн тесен хĕл каçа пуçтарăннă каяша вĕсен хăвăртрах тасатмалла. Çавăн хыççăн çеç вĕлле хурчĕсем çуркунне йĕркеллĕ ĕрчесе кайма пултараççĕ.
Пирĕн енчи утарçăсем ытларах "Среднерусский" ăратлă хуртсене тытаççĕ, вĕсен хушшинче "Карпатский" тата "Карника" ăратлисене тытакансем те пур. Асăнса хăвармалла, хĕл каçас, нумай вăхăт вĕçмесĕр тỹсес енĕпе "Среднерусскийсене" çитекенни çук. Пирĕн тăрăхра асăннă ăрата "Районированная" тесе те калаççĕ.
Вăрманлă вырăнсенче хуртсем кашни 3-4 çултах падевый (çулçă) пылĕ пуçтараççĕ. Çак пыл вĕлле хурчĕсене чирлеттерет, варвиттине ярать. Çавна пула "Карпатский" тата "Карника" ăратлисем çуркуннехи пĕрремĕш вĕçевчченех вĕллери рамăсене вараласа пĕтереççĕ. Çакă вара вĕллери ама хурчĕ вилес хăрушлăха ỹстерет. Çуркуннен пĕрремĕш кунĕсенчех ама вилсен вĕллене упраса хăварма май çукпа пĕрех. Çак сăлтавпа утарçăсем нумай шар тỹсеççĕ, тăкак кураççĕ. Вилнĕ вĕллесен шутне каялла тавăрма çу каçипех ĕçлеме тивет. Тупăш илесси те чакать.
Пирĕн енче çу вăхăчĕ кĕске, çавăнпа та кашни утарçăнах мĕнле хурт ăратне ĕрчетмеллине тĕплĕн шутламалла, тĕрĕс суйласа илме пĕлмелле. Кунта, паллах, чи малтан çанталăк условийĕсене шута илмелле.
Юлашки çулсенче эпир района "Среднерусский" ăратлă хуртсене тата амисене нумай илсе килсе ĕрчетме пултартăмăр. 2017 çулта Пермь крайĕнчи Красновишер районĕнчен иккĕмĕш хут хуртсем илсе килсе ĕрчетрĕмĕр. Пĕрремĕш хут унтан 2014 çулта илсе килнĕччĕ. Асăннă ăрат юр айĕнче те питĕ лайăх хĕл каçни савăнтарать.
2017 çулхи çулла юлашки 30 çул хушшинче чи йывăррисенчен пĕри пулчĕ тесен те йăнăш мар. Май-июль уйăхĕсем сивĕ тăчĕç, çавна пула ỹсен-тăран нектар кăлараймарĕ.
Вĕлле хурчĕсемшĕн йывăр вăхăт нумая тăсăлса кайрĕ. Кам çав вăхăтра канди е шерпет парса пулăшман, вĕсем пыл илессипе нумай çухатупа тăкак тỹсрĕç. Нумай хурт-хăмăр ĕрчетекенсем çуллахи вăхăтра хуртсене апат пама хăнăхман, мĕншĕн тесен çакăн пек сивĕ çулла сахал пулать. Пĕлтĕр август уйăхĕнче çеç çанталăк ăшăтса ячĕ, тинех хуртсем пыл пуçтарма пултарчĕç.
Паянхи куна илсессĕн, "Среднерусский" ăратлă хуртсем хĕллехи ыйхăран вăранман-ха. "Карпатский" тата "Карника" вĕлле хурчĕсем вара вăраннă, амасем çăмарта тума та пикеннĕ. Вĕсене ытларах сывлăш кирлĕ. Çавна шута илсе аялти летоксенчи вилнĕ хуртсене тасатмалла. Омшаниксенчи сывлăш температурине тĕрĕслесе тăмалла. Эпир хамăр енчен хурт-хăмăр усракансене яланах пулăшса канашсем пама хатĕр.
Нумай пулмасть Рязань облаçĕнчи Рыбное хулинчи хурт-хăмăрçăсен академийĕнче "Состояние и перспективы развития современного пчеловодства и апитерапии" наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Эпир унта Иван Филиппов апитерапевтпа хутшăнтăмăр. Унтан Ульяновск облаçĕнчи Кузоватовăра хурт-хăмăрçăсен форумĕ иртрĕ, эпир "Ульетерапия, аэротерапия" темăпа докладсем турăмăр.
Юлашки çулсенче районта пыл, пыльца паракан культурăсене нумай акни савăнтарать. Уйрăмах хĕвелçаврăнăш, хуратул акнă лаптăк чылай. Çак культурăсене вĕлле хурчĕсем шăркалантараççĕ, çавна пула тухăç та икĕ хут ỹсет. Çакă маларах асăннă культурăсене акакансемшĕн те, хурт-хăмăр ĕрчетекенсемшĕн те лайăх. Анчах хĕвелçаврăнăш пылне вĕллере хĕле хăварма юрамасть. Кĕркунне вĕлле хурчĕсене хĕл каçма хатĕрленĕ чухне çак пыла юхтарса илмелле, инвертированнăй сироп памалла. Инвертированнăй сироп панă вĕлле хурчĕсен апат каяшĕ икĕ хут сахалтарах. Çавăнпа вĕлле хурчĕсем сивве те çăмăллăн тỹссе ирттерме пултараççĕ. Инвертированнăй сироп панин тепĕр лайăх енĕ те пур. Пĕр килограмм пыл хакĕпе пилĕк килограмм инвертсиропĕ çитерме пулать. Çакă хурт-хăмăрçăсене укçа-тенкĕ перекетлеме май парать. Хурт-хăмăр аван аталаннă çĕршывсенче тахçанах çапла тăваççĕ. Пирĕн те çак опытпа усă курасчĕ.
Эпир яланах çулталăкра икĕ семинар-канашлу ирттерсе пынă. Кăçал та мартăн 10-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи агропромышленноç техникумĕн акт залĕнче 10 сехетре хурт-хăмăрçăсен пиллĕкмĕш форумне "Помоги пчеле" ятпа ирттересшĕн. Унта чи лайăх пыл конкурсĕ ирттерме палăртнă. Пиллĕкмĕш форума Пенза, Чулхула хулисен, Мари Эл делегацийĕсем хутшăнĕç. Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашса эпир тата лайăхрах аталанма пултарăпăр. Хурт-хăмăрçăсене çак форума йыхравлатпăр, активлă хутшăнасса шанатпăр.
Н. ПИРОЖКОВ,
Чăваш Республикин ял хуçалăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
Источник: "Каçал Ен"