АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Салтак пăтти тутанман çын пурнăç та курман

02 марта 2018 г.

Каçал тăрăхĕ Тăван çĕршывăмăра ырă ята, мухтава тивĕç, пултаруллă çынсене сахал мар парнеленĕ. Вĕсенчен пĕри - Тутар Элпуç ялĕнче кун кунлакан Миндрафик Мирзядьянович Гадельянов.

Кăçалхи февралĕн 23-мĕшĕнче ялта пысăк мероприяти иртрĕ. Хĕрлĕ Çар 100 çул тултарнине халалланăскере Миндрафик Гадельянов полковник ертсе пычĕ. Ĕмĕрне çарпа çыхăнтарнăскер çак кун ялти хисепе тивĕçнĕ ветерансене медальсем парса чысларĕ.

Миндрафик абый Пермь облаçĕнчи Муминск ялĕнчи хресчен çемйинче çуралнă. Ача çулталăк тултарсан вĕсем, Минебаян Шайдуковнăпа Мирзядьян Гадельянович, тăван тăрăха каялла таврăнаççĕ те тỹрех ĕçе кỹлĕнеççĕ.

- Эпĕ нумай ачаллă çемьере çуралнă, çавна май мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса, ăна хисеплесе ỹснĕ. Хирти Явăш шкулĕнче 8 класс пĕтернĕ хыççăн Мари Республикинчи Звенигово хулине çул тытрăм. Мана, шкулта та аван ĕлкĕрсе пынăскере, шыв училищине вĕренме кĕме йывăрах пулмарĕ.

Çапла вара 1974 çулта эпĕ 3 класлă судо-столяр специальноçне алла илтĕм те часах мана Тинĕс-çар флотне çара илчĕç. Сăмах май каласан, манăн яланах салтак атти тăхăнас килетчĕ. Ара, салтак пăтти тутанман çынна пирĕн вăхăтра ялта та, ытти çĕрте те хисеплемен, - тет вăл иртнисене аса илнĕ май. Çапла вара Миндрафик Мирзядьянович ĕмĕрне çарпа çыхăнтарать. 1975 çулта йĕкĕт Ачин-скри çар авиаци-техника училищинче, каярах, тĕрлĕ çулсенче, Н.Жуков ячĕллĕ институтра, академире пĕлỹ илет, çав вăхăтрах вĕрентỹ ротинче преподаватель-командирта, аслă преподаватель-командирта та тăрăшать. Çакна та палăртмалла, курсант, кĕçĕн, унтан аслă сержант ыттисемшĕн яланах ырă тĕслĕх пулнă. Вĕрентỹпе методика пайĕнче служба ирттернĕ хыççăн аслă офицер тăван тăрăха таврăнать те Патăрьел районĕнчи çар комиссариатне ертсе пырать. Арçынна каярах Шупашкарти Калинин районĕн çар комиссариатне шанса параççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, вăл яланах хăй чун суйланă ĕçре тăрăшнă. Унăн ĕç стажĕ - 35 çул. Хальхи вăхăтра вăл - запасри полковник.

Служба çулĕсенче мăшăрĕпе, Мостафира Шеймерзяновнăпа, ача-пăча çуратса вĕсене тĕрĕс воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Хĕрĕсем, Алсупа Гелсуна, халĕ хăйсем çемьеллĕ, мăшăрĕсемпе ача-пăча çитĕнтереççĕ.

- Манăн çулăма аслă хĕрĕм Алсу суйларĕ тесен те йăнăш мар. Вăл шăпине чăваш каччипе, çар çыннипе, çыхăнтарчĕ. Пĕчĕк Максим вара мĕн ачаран çак ĕçе курса, хăнăхса çитĕнет. Апла тăк, несĕлĕмĕрте пурнăçне çарпа çыхăнтаракансем татах та пулĕç тесе шутлатăп, - ăшшăн йăл кулчĕ полковник.

Ял халăхĕ вара "Пирĕн Рафик чăн-чăн полковник, пысăк хисеп-сума тивĕçлĕ", - тет.

С.ИЛЬИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика