27 февраля 2018 г.
Йĕркене пăснăшăн административлă штраф тỹлеттерме йышăнсан ăна 60 кун иртиччен тỹлесе татмалла. Палăртнă вăхăтра парăма татмасан унăн сумми икĕ хут ỹсет. Тата гражданина 15 куна арестлеме е 50 сехет таран ĕçлеттерме йышăну кăлараççĕ.
Шăпах йĕркене пăсакансене тупса палăртас, штрафсене тỹлеттерес тĕлĕшпе февралĕн 21-мĕшĕнчен мартăн 1-мĕшĕччен районта "Должник" операци иртет. Хăвăра интереслентерекен ыйтусемпе районти шалти ĕçсен пайне, 27-мĕш пỹлĕме, пыма пултаратăр. Паянхи куна вара РФ КоАПĕн 20.25 статйине пăснăшăн, парăма кĕнĕшĕн административлă 18 протокол çырнă. 4-шне административлă арест панă, йĕркене пăснă 4 çынна ĕçлеттерме йышăннă, 3300 тенкĕлĕх штраф панă.
О.КОРОТИНА.
Источник: "Каçал Ен"