22 февраля 2018 г.
Суйлав умĕнхи кампани тепĕр черетлĕ тапхăра кĕчĕ, регионсенчи суйлавçăсен хушшинче ĕç пуçланчĕ. РФ Президенчĕн кандидачĕсем, хăйсемшĕн ырласа алă пустарнă хыççăн, тĕрĕслеврен ăнăçлă тухнă, РФ Тĕп суйлав комиссийĕнче вĕсене регистрациленĕ. Нимĕнле кĕтменлĕх те пулман, патшалăхăн чи пысăк постне йышăнас текенсем саккăрăн юлнă.
Хальхи вăхăтра вĕсенчен чылайăшĕ регионсене саланнă та ĕнтĕ. Чăваш Ене хальлĕхе нихăшĕ те çитеймен-ха. Суйлавччен юлнă вăхăтра кам та пулин пур региона çаврăнса çитесси те шанчăклă мар. Çавăнпа та ку тĕлĕшпе вырăнсенче штабсемпе агитаторсем мĕнле ĕçленинчен килет.
Паянхи тĕп тĕллев - кандидатсен хăйсен программине, çĕршывăн пуласлăхне мĕнлерех курнине суйлавçăсем патне çитересси. Чăваш Енре ку тĕлĕшпе хальлĕхе лăпкă-ха. Хăйсен реклама-агитаци хăмисене Павел Грудинин, Владимир Жириновский тата Владимир Путин вырнаçтарнă. Сăмах май каласан, вĕсем Жириновскин вара хăйĕнпе тупăшакансене иккĕшне пĕрле илсен те, вĕсем темиçе хут ытларах. Грудинина ырлакансем пичет продукцине валеçеççĕ, анчах хальлĕхе çак ĕç сỹрĕккĕн пырать, йышлах та мар. Григорий Явлинскипе Борис Титовăн штабĕсем те курăмлă хастарлăх кăтартмаççĕ. Юлашкин штабĕнче вара хальлĕхе Борис Титовăн регионти штаб ертỹçине лартассине çеç кĕтеççĕ-ха. Ытти кандидатсем пурри пирки вара профессилле политиксем те питĕ лайăхах пĕлмеççĕ.
Патшалăхăн халĕ ĕçлекен пуçлăхĕн полномочийĕсене туса пыракан Владимир Путин суйлавçăсемпе çыхăнма шаннă çынсен корпусне йĕркеленĕ. Вĕсене Путин çапла суннă: саккунпа килĕшỹллĕн ирĕк паракан вырăнсенче май пур таран халăхпа ытларах тĕл пулмалла.
Пирĕн республикăра Владимир Путинăн шаннă çыннисем виççĕн. Вĕсем пурте суйлавçăсемпе тĕлпулусем йĕркелеме пикеннĕ. Николай Казаковпа Елена Барсукова промышленность предприятийĕн коллективĕпе, Владимир Иванов патшалăхăн мар медицина учрежденийĕн персоналĕпе тĕл пулнă. Çакă тĕлĕнтермĕш вырăнне ан пултăр та, тĕлпулусенче Путинăн шаннă çыннисем политика çинчен мар, çĕршыв, республика, хула пуласлăхĕ, вĕрентỹ, культура, медицина аталанăвĕ пирки калаçаççĕ. Хăйĕн шаннă çыннисене Владимир Путин çавăн пек сĕннĕ те - кирлĕ ыйтусем пирки, проблемăсене пытармасăр калаçмалла. Суйлавçăсен сĕнĕвĕсемпе наказĕсене вара тỹрех кандидатăн тĕп штабне пĕлтереççĕ.
Шаннă çынсем хĕрỹллĕн ĕçе кỹлĕннĕ. Кашнин графикĕнче - республикăри тĕрлĕрен коллективсемпе муниципалитетсенче вуншар тĕл пулу.
Источник: "Каçал Ен"