АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăйлă çар - вăйлă Раççей!

22 февраля 2018 г.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2012 çулхи майăн 7-мĕшĕнчи указĕнче çĕршывăн çар вăйĕсене аталантарас, çирĕплетес тата çĕнетес тĕлĕшпе задачăсем лартнă. Ултă çул хушшинче ку енĕпе чылай ĕç тунă. Çарта хальхи вăхăтри çар хатĕрĕсен шучĕ 60 процентран иртнĕ. Сиринчи операци те çар хăватлăхĕпе вĕрентĕвĕ ỹснине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ, унта пирĕн ВКС (космос-çар вăйĕ) террористсен бандисене çапса аркатас тĕлĕшпе тĕп вăй пулнă.

Чăваш Енре пысăк çар чаçĕсемпе формированийĕсем юлмарĕç пулин те çак задачăсене пурнăçланă çĕре республика курăмлă тỹпе хывать. Хамăр патшалăхăмăра хỹтĕлес тĕллевпе республика тăвакан тĕп тỹпе вăл - çар продукцийĕ кăларни. Унсăр пуçне çак предприятисемех мирлĕ пурнăçра усă курмалли продукци те хатĕрлеççĕ. Хỹтĕлев промышленность комплексĕн организацийĕн реестрне республикăри çичĕ промышленноç предприятийĕ кĕрет: "ЭЛАРА", "ЧЭАЗ", "ЧПО им. В.И. Чапаева", "Электроавтомат", "Завод "Электроприбор", "КАФ" акционерсен обществисем, акционерсен "5 Арсенал" уçă обществи. Ытти хăш-пĕр предприяти çар тата халăха кирлĕ продукци кăларать.

Çакă пирĕн предприятисемшĕн хăйне евĕр пахалăх палли. Çар продукцийĕсене çирĕп тĕрĕслемесĕр йышăнмаççĕ. Кашни предприяти çар требованийĕсемпе килĕшсе те тăраймĕ. Кăларакан продукци, паллах, вăрттăнлăх режимĕпе те хỹтĕленнĕ. Çакă çар вăрттăнлăхне уçса пани пулмĕ, Чăваш Енре кăларакан изделисемпе çарта анлă усă кураççĕ: тинĕс-çар флотĕнче, авиацире, космос аппарачĕпе ракетăсенче, транспортра, энергетикăра, çыхăнура тата ытти сферăра та. Хăш-пĕр продукци хăйĕн хаклавĕпе ют çĕршыврисенчен те ирттерет. Çавăнпа та çара техникăпа ти-вĕçтерес ĕçре Чăваш Ен тỹпи калама çук пысăк.

Çар вăл - хальхи вăхăтри техника кăна мар. Чи малтанах мораль, психологи тата вăй-хал тĕлĕшĕнчен çапăçу тĕллевĕсене пурнăçлама хатĕр çынсем. Çак паха енсем пулччăр тесе республикăра пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Пĕр кунра салтак пулаймастăн.

Чăваш Енре, Раççейри ытти хăш-пĕр регионсенчи пекех, "Зарница" тата "Орленок" çарпа патриот вăййисене ирттерес йăлана 1968 çултанпах тытса пыраççĕ. Çулталăкра унта 30 пин ытла ачапа çул çитмен çамрăк хутшăнать. Çакăнта республикăри Çар комиссариачĕпе нумай çул тачă çыхăнса ĕçлени те тĕп вырăн йышăнать.

2016 çулта Чăваш Ен "Юнармия" уйрăма туса хунă регионсен йышне кĕчĕ. Паян республикăри муниципаллă пĕрлĕхсем (100 проценчĕпех) 4 пин ытла çамрăк армееца пĕрлештерсе тăраççĕ.

Юлашки çулсенче шырав ушкăнĕсем вăйлă аталанма пуçларĕç: 29 отряд ĕçлет. Вĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çапăçу йĕрĕсемпе экспедицисене тухса каяççĕ, çĕршыва хỹтĕлесе вилнисен ячĕсене упраса хăварассишĕн тăрăшаççĕ. Юлашки виçĕ çулта кăна 210 салтакăн ỹтне шыраса тупнă. Пĕлтĕр шырав отрячĕсем ЧР Пуçлăхĕн грантне тивĕçнĕ.

Чăваш Енре РФ Президенчĕн тĕп çар службин тата хỹтĕлеври пуçламăш пĕлĕвне парас хушăвне ăнăçлă пурнăçлаççĕ. Çуллен 5,5 пин ытла шкул ачипе студент вĕрентĕве пухăнать.

Республикăри ачасене воспитани парас ĕçре кадетсен юхăмĕ тĕп вырăн йышăнать: 23 муниципалитетра кадетсен 114 класĕ тата 4 шкулĕ ĕçлет. Çарпа патриотла воспитани тата кадет пĕлĕвĕ парас тĕлĕшпе федерацин Атăлçи округĕнчи Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕпе хисепленекен Чăваш кадет корпусĕ центр пулса тăрать. Кăçал вăл çĕнĕ корпуса куçма хатĕрленет. Комплекса хута ярассине РФ Оборона министрĕ Сергей Шойгу хăй сăнаса тăрать.

Тата пиншер арçын ачапа хĕрача çар ĕç спорчĕн енĕсемпе интересленет, техника дисциплинисене хăнăхать. Çавăнпа та Чăваш Енри 11000 çамрăк хăйĕн Конституци тивĕçне контракт мелĕпе пурнăçланинчен тĕлĕнмелли çук. Çар ретне тăмалли тĕллевсем республикăра ăнăçлă пурнăçланса пыраççĕ. Чăваш çамрăкĕсем салтака кăмăлтан каяççĕ. Ырă тĕслĕхпе палăраççĕ. Ахальтен мар чи тивĕçлисем Кремль полкне лекеççĕ.

Президент хушăвĕсем Чăваш Енре чăннипех те пурнăçланаççĕ. Çĕршыв хỹтĕлевçин кунĕ ячĕпе, хисеплĕ ентешĕмĕрсем!

"Эпир хамăр çĕршыва кирек хăш çарпа политика хĕсĕрленĕвĕнчен, агрессинчен хỹтĕлеме тивĕçлех. Çавăнпа та хĕçпăшаллă вăйсене модернизацилесси тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать".

Раççей Президенчĕ В.В.Путин.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика