АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасене хỹтĕлесси - аслисен тĕп тивĕçĕ

22 февраля 2018 г.

Февралĕн 20-мĕшĕнче Комсомольскине республикăри "Чăваш Ен - ачалăха хỹтĕлессишĕн" автокараван килсе çитрĕ. ЧР Вĕренỹ министерстви мероприятие ачалăха тата ачасен прависене хỹтĕлес, çемьесене пулăшу кỹрес тĕлĕшпе йĕркеленĕ.

Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче иртнĕ мероприятие ЧР вĕренỹпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Алевтина Федорова, вĕренỹ центрĕн директорĕ Светлана Ильина, ЧР ача прависене хỹтĕлекен уполномоченнăйĕ Елена Сапаркина, следстви комитечĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕн ертỹçи Андрей Иванов, район прокурорĕн пулăшуçи Александра Николаева, ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин ачасен тĕп наркологĕ Лилия Дорофеева, районти шкулсен директорĕсемпе ытти яваплă çынсем, социаллă йывăр лару-тăрури çемьесем хутшăнчĕç.

- Районта 18 çула çитмен 5 пин ытларах ача. Шел те, ăнăçсăр çемьесем те пур. Çакăн пек 32 çемьере пурĕ 63 ача çитĕнет. Çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссире 13 ача профилактика учетĕнче тăрать. Эпир йывăр çемьесемпе тата унта ỹсекен ачасемпе тĕрлĕрен ĕç ирттеретпĕр, - терĕ районти вĕренỹ пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Лариса Антонова, ларăва уçнă май.

Аслисен тĕп тивĕçĕ - кун-çул парнеленĕ тĕпренчĕксене тивĕçлĕ воспитани парасси, Тăван çĕршыва, халăха юрăхлă ÇЫН çитĕнтересси. Ача епле вĕреннине, пушă вăхăтне кампа тата мĕнле ирттернине пĕлмелле, йăнăш çул çине тăрасран куллен асăрхамалла.

- Финанс енчен ăнăçлă пулни кăна çемье тăнăçлă иккенне пĕлтермест. Чи пахи - ашшĕ-амăшĕ ачисене, ачисем вара аслисене хисеплесе, ăнланса пурăнни. Çирĕп çемьере çеç ача кирлĕ пек çи-тĕнет, мĕншĕн тесен çемье - воспитани паракан пĕрремĕш тĕп шкул. Çав вăхăтрах хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ ачисене, учительсемпе социаллă педагогсем воспитани памалла теççĕ. Паллах, ку тĕрĕс шухăш мар, апла пулин те кун пек çемьере çитĕнекен ачасене хăйсене кăна хăварма юрамасть. Вĕсене пурнăç çулĕ çине тухма учительсен пур енлĕ хатĕрлемелле, - терĕ ЧР ача прависене хỹтĕлекен уполномоченнăйĕ Елена Сапаркина.

Район прокурорĕн пулăшуçи Александра Николаева районта çул çитмен çамрăксем тунă преступленисем пирки, Светлана Ильина ЧР Вĕренỹ министерствинче йывăр лару-тăрăва çакланнă çемьесене пулăшас енĕпе ятарлă мобильлĕ бригада йĕркеленине, шăпах вĕсем вырăна çитсе кирлĕ пулăшу панине пĕлтерчĕ.

Хăнасемпе пухăннисем каярах ятарлă секцисенче тĕл пулчĕç. Вĕсем çул çитмен ачасене çитĕнтерекен çемьесен ирĕкĕсене хỹтĕлесси, çул çитменнисемшĕн ашшĕ-амăшĕ административлă тата уголовлă яваплăх илни, ашшĕ-амăшĕ ĕçкĕпе иртĕхнин сăлтавĕсем, ачасене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарасси, çул çитменнисем тăвакан преступленисем тата ытти çинче те чарăнса тăчĕç. Çавăн пекех хăнасем ыйтусем çине хуравсем те пачĕç.

Автокараван пуриншĕн те усăллă пулчĕ.

А.ДЕНИСОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика