22 февраля 2018 г.
Февралĕн 21-мĕшĕнче райадминистрацин ларусен залĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ пулчĕ. Унăн ĕçне ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем, райадминистрацин пайĕ-сене ертсе пыракансем хутшăнчĕç.
РФ Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" пайĕн начальникĕ Ринат Зайнуллин обществăлла йĕркелĕхе упрассипе 2017 çулта епле ĕçленине тишкерчĕ. Районăн кăçалхи бюджетне улшăнусем кĕртессипе финанс пайĕн начальникĕ Евгений Чернов паллаштарчĕ.
Районăн контрольпе счет органĕн председателĕ Наталья Денисова та муниципалитетăн иртнĕ çулхи ĕçне хак пачĕ. "Бюджет укçи-тенкине тĕллевсĕр тăкаклани пулман", - палăртрĕ Наталья Ивановна. Çапах вăл муниципаллă харпăрлăха шута илесси тата тĕрĕслесе тăрасси çине ытларах тимлĕх уйăрма, аренда тỹлевĕсене вăхăтра пуçтарма ыйтрĕ.
Раççей Федерацийĕн саккунĕсем тăтăшах улшăнса тăнипе район депутачĕсен Пухăвĕн йышăнăвĕсене те хушăмсемпе тỹрлетỹсем кĕртме, хăшпĕрисене пăрахăçлама тивет. Çакнашкал улшăнусем пирки право секторĕн заведующийĕ Ольга Соколова чарăнса тăчĕ.
Депутатсем обществăпа районăн социаллă пурнăçĕшĕн пĕлтерĕшлĕ ытти ыйтусене те пăхса тухса тивĕçлĕ йышăнусем турĕç.
Л.ШУРЯШКИНА.
Источник: "Каçал Ен"