АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăварние кĕтсе илчĕç

16 февраля 2018 г.

"Асаттесен йăлисене пăрахмастпăр, çĕнĕ йăла кăлармастпăр".

(Ваттисен сăмахĕ).

Чăвашсен мĕн авалтан паллă тăвакан уявĕсенчен пĕри вăл - Çăварни. Çак уяв хăйне евĕр интереслĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен чăвашсем унпа сивĕ хĕлпе сыв пулашса çуркуннене кĕтсе илме хатĕрленнĕ. Çăварни эрнинче катаччи чупнă, ача-пăча çунашкапа ăмăртса ярăннă, юрланă. Шел пулин те, ĕлĕкхи йăла-йĕрке манăçса пырать. Çавăнпа та культура ĕçченĕсем хамăр несĕлĕмĕрсен пуянлăхне упраса хăварас тесе тĕрлĕ ĕç туса ирттереççĕ.

Акă, февралĕн 11-мĕшĕнче Хирти Мăнтăр культура çурчĕ умне ватти те, вĕтти те йышлăн пуçтарăнчĕç. Культура ĕçченĕсем уяв ячĕпе саламласа Çăварнине ĕлĕкрех мĕнле уявланине, унăн йăли-йĕркине театрализацилесе кăтартса пачĕç. Культура çурчĕ çумĕнчи фольклор ушкăнĕ пухăннă ял-йышпа çăварни юррисене шăрантарчĕç, такмакласах ташларĕç. Каярах вĕсем пурте Çăварни карчăкки тавра карталанса савăнчĕç. Çăварни катемпине çунтарса усал-тĕселпе чир-чĕре хăваларĕç, хĕле ăсатрĕç. Уява малалла тăсса эстрада ушкăнне çỹрекенсем хитре юрăсемпе савăнтарчĕç. Спорт вăййисем те асра юлмалла иртрĕç: канат туртасси, алă вăйĕ виçесси, кире пуканĕ çĕклесси, çунашкасемпе ăмăртасси, михĕсемпе сикесси, мини-футбол… Çак ăмăртусене аслă çулхисем те, ачасем те хастар хутшăнчĕç. Çĕнтерỹçĕсем парнесене тивĕçрĕç. Чылайăшĕ катаччи чупса, тăвайккинчен ярăнса киленчĕ.

Уявпа пурте кăмăллă юлчĕç.

В.ДАНИЛОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика