АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куравсемпе паллашма кăмăллă

16 февраля 2018 г.

Районти "Çĕр тата çынсем" музейĕн выставка залĕнче йĕркелекен тĕрлĕрен куравсене шкул ачисем хаваспах хутшăнаççĕ. Хальхи вăхăтра кунта куçса çỹрекен икĕ фотовыставкăпа - "Говорят погибшие воины", "Современные государственные символы Чувашской Республики" - паллашма май пур.

Вăрçă... Вăл - этемлĕх историйĕнчи чи хăрушă страница. Аслă Отечественнăй вăрçăн ахăр кунĕсенче Хĕрлĕ Çара уйăхсерен 70 миллионшар çыру килни паллă. Паллах, çырусене çывăх çынсем пĕр-пĕринпе çỹретнĕ. Шăпах вăрçă хирĕнче И.Ионов, В.Ефремов, И.Смирнов, В.Кобяков, Е.Черпакова, В.Ветвинский, В.Румянцева шăрçаланă çырусенчен тата çав вăхăтра тунă сăнỹкерчĕксенчен йĕркеленнĕ те ĕнтĕ вăл.

Чăваш Республикин патшалăх символĕсем - герб, ялав тата гимн - чăваш халăхĕн истори тата культура тытăмĕнчи иксĕлми пуянлăхĕ. Иртнĕ çул Чăваш Енĕн символикисене йышăннăранпа 25 çул çитрĕ. Çавна май Чăваш патшалăх ỹнер музейĕнче курав уçăлнăччĕ. Туссем, хальхи вăхăтра эсир шăпах çак куравпа мартăн 5-мĕшĕччен "Çĕр тата çынсем" музейре паллашма пултаратăр. Ырă сунса кĕтетпĕр!

А.ПОЛЯКОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика