АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул-йĕр шута юратать

16 февраля 2018 г.

Çул-йĕр патшалăхпа унăн çыннисемшĕн пысăк пĕлтерĕшли пирки каламасăрах паллă ĕнтĕ. Мĕн ĕлĕкренпех транспорт магистралĕсене тĕрĕслесе тăрасси пирки вăрçăсем пынă. Паян та çулсем хăйсен тĕп пĕлтерĕшне çухатман. Ку вăл - экономика аталанăвĕ, çынсен пурнăç хăтлăхĕ. Çавăн пекех хутшăнмалли мелсенчен пĕри.

Пысăк территориллĕ Раççейшĕн, çавăн пекех Чăваш Еншĕн те, ку ыйту яланах çивĕч. Совет Союзĕ арканнă хыççăн вуншар çул иртнĕ май, малтан та чаплă пулнă тесе калама çук, çулсем ванса пĕтрĕç. Пĕр вăхăтрах тĕрлĕ категоринчи пиншер çухрăм çул юсав ыйтать. Çав вăхăтрах çĕннисене те тумалла!

Çак сферăра курăмлă çитĕнỹсем юлашки çулсенче палăрма тытăнчĕç. Раççей Президенчĕ хушусем панă хыççăн çул-йĕр отраслĕ патне тимлĕх ытларах уйăрма пикенчĕç. Чăваш Енре 2012-2017 çулсенче республика шайĕнчи 1156 çухрăм çула юсанă. Пĕрре пăхсан хисеп пысăк пек туйăнать. Мускава çитичченхинчен те нумайрах. Анчах ăна республикăри ялсем çине пайласа пăхсан ĕçлемелли тата нумаййине ăнланатăн. Апла пулин те ỹсĕм куç умĕнчех.

220 çухрăм çĕнĕ çул тунă. Ку вара шăпах аталанăва кăтартать. Сăмах май, çул-йĕр тăвасси - коммуналлă хуçалăхри чи хаклă отрасль.

Финанс енчен те лару-тăру лайăхланса пырать. Кăçал та, пĕлтĕрхи пекех, Çул-йĕр фончĕ 5 млрд тенкĕ ытларахпа танлашать. Ку маларахри çулсенчен темиçе хут пысăкрах. Ăна пысăклатма федераци пулăшăвĕн витĕмĕ тата Çул-йĕр фондне йĕркелессипе çĕнĕ йышăнусем туни май панă.

Çул-йĕр ыйтăвне татса парасси паян икĕ программăпа пурнăçланса пырать. Чăваш Ен "Паха та хăрушлăхсăр çулсем" приоритетлă федераллă проекта кĕнĕ. Ячĕ çеç янăравлă мар унăн. Çул-йĕре пахалăхсăр юсанăшăн никам та федераллă укçа-тенкĕ уйăрмĕ. Малашне пахалăхшăн подрядчиксенчен çирĕп ыйтаççĕ. Çавăнпа та вĕсен ĕçе тĕплĕ пурнăçламалла. Çул-йĕр ĕçĕнче çĕнĕ технологисем пурнăçа кĕртеççĕ. Çавăн пекех ку чухнехи техникăпа усă кураççĕ. Çакă ĕçе вăхăтра пурнăçлама тата пахалăха ỹстерме те пулăшатех.

Программа ĕçе кĕни нумай вăхăт мар пулсан та, кăтартăвĕ савăнтарать. Иртнĕ çул çак программăпа килĕшỹллĕн 29 çухрăм çула юсанă. Республикăри Транспорт министерстви пĕлтернĕ тăрăх кăçал çак ĕçе 1,4 млрд ытла тенкĕ яма палăртнă. Унпа 143 çухрăм çула юсасшăн. Тĕслĕхрен, çулталăк вĕçленнĕ тĕле Шупашкар районĕнче мĕн пур çулăн 70-75 процентне йĕркене кĕртесшĕн. Икĕ çул каялла вара çак кăтарту 30 процентпа çеç танлашнă. Ỹсĕм пурах-çке!

Ялсенчи çул-йĕр, тĕпрен илсен, "Ял территорийĕсен çирĕп аталанăвĕ" программăпа çĕнелет. Кăçал та унпа килĕшỹллĕн 350 миллиона яхăн укçа уйăрмалла. Чăн малтанах ял хуçалăх производство площадкисем (складсем, фермăсем, управсем), хресчен фермер хуçалăхĕсем, ялти социаллă объектсем патне каякан çулсене тăвĕç.

Программăпа пăхнисĕр пуçне республика 300 миллион тенкĕ уйăрать. Мĕн пурĕ ялсенчи çулсене тума тата вĕсене пăхса тăма 700 миллион тенкĕ каймалла. Конкурспа çыхăннă ĕçсене маларах планланине шута илсен, çанталăк ăшăтсан çул-йĕр ĕçĕсем пикенĕç.

Федераллă центр республикăри влаç органĕсем укçа-тенкĕпе эффективлă усă курнине шута илсе малашне те пулăшма хатĕр. Пĕтĕмĕшле илсен, Раççей Президенчĕн çул-йĕр тăвас сферинчи хушăвĕсем ăнăçлă пурнăçланса пыраççĕ.

"Çул-йĕре лайăхлатасси, вĕсене çĕнетесси пирĕн стратегиллĕ чи кирлĕ ыйтусенчен пĕри шутланать".

Раççей Президенчĕ Владимир ПУТИН.

Пирĕн районта вырăнти тата федераци пĕлтерĕшлĕ çулсене юсассипе, çĕннисем тăвассипе тăрăшса ĕçленĕ. Тĕслĕхрен, вырăнти пĕлтерĕшлĕ 3,035 км çула юсанă. Ял тăрăхĕсенчи 4,498 км çулсене юсаса çĕнетнĕ. Урмаел, Комсомольски, Нĕркеç ялĕсенче 4,160 км çул сарнă. Хирти Выçли тата Хирти Мăнтăр ялĕсенче автомобиль çулĕсене реконструкциленĕ. Хырай Ĕнелĕнчи республика пĕлтерĕшлĕ автоçулăн 3,6 км тĕпрен, çавăн пекех нумай хваттерлĕ çуртсен çывăхĕнчи çулсене, тротуарсене юсанă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика