16 февраля 2018 г.
"Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр" комплекса пирĕн çĕршывра иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче пуçланă. СССР вăхăтĕнче анлă сарăлнă пулнă. Физкультура программисен тĕп хатĕрленĕвĕ шутланнă вăл.
Тепĕр хут вара çак юхăм -"Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр" физкультурăпа спорт тытăмĕн нормативĕсене чĕртсе тăратасси - пирĕн çĕршывра 2014 çулта старт илнĕ. Ăна Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин хăйĕн Указĕпе çирĕплетнĕ. Ятарлă проект вара кунран кун вăй илет.
Спортпа туслисен йышне ỹстерме пулăшакан, çамрăксене сывă пурнăç йĕркине пăхăнма хăнăхтаракан юхăм Чăваш Енре те пĕрремĕш утăмĕсене виçĕ çул каяллах тунă. Халĕ вăл татах та аталанса пырать. Вĕренекенсем хушшинче фестивальсем йĕркелени те ырă витĕм кỹрет. Тĕслĕхрен, нумаях пулмасть, 2014 çулхи сентябрĕн 1 - декабрĕн 31-мĕшĕсенче, субъектсем хушшинче йĕркеленĕ "Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр" физкультурăпа спорт тытăмĕн официаллă рейтингне РФ Спорт министерствин сайтĕнче пичетленĕ. ГТО нормативĕсене виçĕ тапхăрпа пурнăçланин кăтартăвĕсемпе асăннă рейтингра Чăваш Республики 27-мĕш вырăн йышăннă. Унта 85 субъект хутшăннă. Спортпа чи туслисем - Тюмень облаçĕн çыннисем, ун хыççăн - Белгород тата Липецк облаçĕсенче пурăнакансем. Асăннă кăтартусене шута илсе Чăваш Республикин Спорт министерстви муниципаллă пĕр-лĕхсенче тата хула округĕсенче "Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр" физкультурăпа спорт тытăмĕн нормативĕсене епле пурнăçланине шута илсе рейтинг хатĕрленĕ. Чи малта пыраканнисем - Елчĕк, Улатăр, Патăрьел районĕсем. Комсомольски районĕ 8-мĕш вырăнта.
- ГТО нормативĕсен пĕрлехи порталĕнче районти 2769 çын регистрациленнĕ пулсассăн, нормативсене 657 çын пурнăçлама кăмăл тунă. Вĕсенчен 350-шĕ медаль илме тивĕç пулчĕç. 88-шĕн - ылтăн, 132-шĕн - кĕмĕл, 130-шĕн - пăхăр медальсем. Ыттисем те нормативсене пурнăçлассинче хастарлăхпа палăрасса шанатпăр. Сăмахран, кăçал муниципалитет служащийĕсен, вĕренỹ ĕçченĕсен Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр пулнине çирĕплетсе памалла. Çавăнпа та унта тĕплĕн ха-тĕрленессе шанатпăр, - пĕлтерчĕ "Кĕтне" ФСК директорĕн çумĕ пулнă Юрий Боровков.
Чăваш Республикинче "Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр" комплекса тестласси 2015 çулта пуçланнă. Паянхи куна республикăра ГТО нормативĕсене тестлакан 26 муниципаллă центр ĕçлет. Статистика кăтартăвĕсене тишкерес пулсассăн, 2017 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕ тĕлне республикăра пурăнакан 116 пин çын ГТО нормативĕсен пĕрлехи порталĕнче регистрациленнĕ. Çакă республикăра пурăнакан 6 çулти тата унтан аслăраххисен 10,18 проценчĕ шутланать. 29484 çын вара ГТО нормативĕсене пурнăçланă. Вĕсенчен 11274-шĕ ятарлă паллăна (знак отличия) илме тивĕç пулнă.
Кашни муниципалитетрах ГТО нормативĕсене тестлакан центрсем пур. Унта ỹсĕме шута илсе кашниех нормативсене пурнăçлама пултарать. Сăмахран, пирĕн районта çак центр "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕнче вырнаçнă. Унта кашниех тест витĕр тухма пултарать. Унпа пĕрлех кашни ỹсĕме кура мĕнле нормативсем памаллипе "Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр" комплексăн ятарлă сайтĕнче паллашма пулать. Кам та кам унта регистрациленмен, çак ĕçе тума вăхăт çитнĕ. Пурте спортпа туслашар, сывлăха çирĕплетер!
Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çыруран:
"...Паян физкультурăпа спорт валли вăхăт уйăрасси кашни çемьешĕн тенĕ пекех кулленхи пурнăç йĕрки пулса тăчĕ. Патшалăхпа муниципалитет влаçĕн органĕсен, общество организацийĕсен тĕллевĕ - массăллă спорта малалла аталантарма майсем туса парасси, республикăра пурăнакансен спортпа çыхăннă канăвне йĕркелеме пулăшасси, ГТО комплексĕ физкультурăпа массăллă спорта малалла аталантармалли тĕп проект шутланать".
КОММЕНТАРИ
Михаил Петров, спорт тусĕ: "Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр" физкультурăпа спорт тытăмĕ çинчен ача чухнех илтнĕ. Эпир шкулта вĕреннĕ тапхăрта ГТО нормативĕсем çукчĕ пулин те, темшĕн çак тытăм кăсăклантаратчĕ. Çавăнпах ăна чĕртсе тăратас ĕçе пуçарнăшăн савăнтăм. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнаканшăн çак тытăм питĕ пĕлтерĕшлĕ, ыттисене те ку юхăма явăçтармалла".
Ольга Львова, студентка: "Ачаранах спортпа туслă, халĕ те кашни кун парка чупма тухатăп. Шкул чысне тĕрлĕ ăмăртура хỹтĕлеттĕм, халĕ аслă шкулăн командишĕн тупăшатăп. ГТО юхăмĕ вăй илнине ырлатăп. Тĕрлĕ норматива пурнăçлама тăрăшни спортпа туслашма хавхалантаратех. Çĕнĕ тытăм малашне сывă ăру çи-тĕнтерме те пулăшĕ, ачасене киревсĕр йăларан хăтăлма май парĕ. Турник çинче туртăнасси, темиçе метр чупасси маншăн йывăр мар, çавăнпа эпĕ пĕрре те шикленместĕп".
Оксана Кошкина, физкультура учителĕ: "ГТО çынсене хастартарах пулма май парать. Ăна лайăх пурнăçлассишĕн чылайăшĕ спорт лапамне ытларах çỹреме тăрăшĕ, хăш-пĕрне спортзала кайма хавхалантарĕ - çакă мĕнпе япăх? Вĕренекенсемшĕн те ку çав тери пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем нормативсене пама тĕплĕн хатĕрленеççĕ, физкультура урокĕсенче çеç мар, пушă вăхăтра та чупаççĕ, тăрш-шĕне сикеççĕ, турник çинче туртăнаççĕ".
Пĕлме интереслĕ:
1930 çулта "Комсомольская правда" хаçат сывлăхпа вăйлă та спортпа туслă пулма чĕнсе каланă. Çакăнтан ГТО нормисене кĕртнĕ. Пуçласа тĕрĕслев витĕр Фрунзе ячĕллĕ çар академийĕн курсанчĕсем тухнă. Унтан паллă ученăйсем, спорт, ĕç геройĕсем тĕслĕх кăтартнă. Истори каялла таврăнать. Раççейре пурăнакансем каллех "Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр" нормативĕсене çирĕплетеççĕ.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"