16 февраля 2018 г.
Февралĕн 13-мĕшĕнче РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич Чăваш Республикинче ĕçлĕ визитпа пулчĕ. Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ кадет корпусĕн строительство лапамĕнчи ĕç-хĕлпе ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паллаштарчĕ.
Полпред çамрăк ăрăва патриотизм воспитанийĕ парса ỹстерессине пысăк тимлĕх уйăрать. Акă нумаях пулмасть Пермь хулинче иртнĕ канашлура та Михаил Бабич пуçарнипе тата РФ вĕрентỹ министрĕ Ольга Васильева ырланипе Раççей Правительстви валли çĕршывра кадет вĕрентĕвĕн системине аталантармалли сĕнỹсен пуххине хатĕрленĕ. Документра Атăлçи тăрăхĕнче кадет корпусĕсене тăвас тĕлĕшпе пухнă паха опыта та шута илме сĕннĕ. Чăваш Ен тĕп хулинче хута каякан кадет корпусĕ федерацин Атăлçи округĕнче улттăмĕш пулĕ.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин каланă тăрăх - строительство ĕçĕсем графикпе килĕшỹллĕн пыраççĕ. Строительсем пĕрремĕш тапхăрта тума палăртнă ĕçсене кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме шантараççĕ. "Чăваш Енри кадет корпусĕ çĕнĕ вырăнта питĕ кĕске вăхăтра хута каять. Эпир çак вĕренỹ заведенине пысăк шанăçпа пăхатпăр. Кунта кадет пĕлĕвĕ илекенсен малашлăхра аслă çар вĕренỹ заведенийĕсене кĕме çăмăллăхсем пулччăр. Граждан профессийĕсене алла илме шут тытнисем те кунтан вĕренсе тухсан çĕршыври кирек хăш аслă шкула кĕме пултарччăр", - тенĕ Михаил Бабич.
Федерацин Атăлçи округĕн Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет корпусне туса пĕтерсен тата тавралăха хăтлăлатсан ку тăрăх тĕп хулари илемлĕ вырăнсенчен пĕри пулассине палăртрĕ Михаил Бабич полпред. Сăмах май, кадет корпусĕ таврашĕнчи вăрмана РФ Президенчĕн "Хула хутлăхĕ" проектне кĕртнĕ. "Икĕ-виçĕ çултан кунти вырăнсем илемленсе хăтлăланĕç. Парк хула çыннисемпе хăнасемшĕн чи юратнă вырăн пулса тăрасса шанатăп. Вăл Шупашкар хулин, Чăваш Республикин аталанăвĕшĕн ĕçлĕ",- тенĕ полпред.
Источник: "Каçал Ен"