13 февраля 2018 г.
Февралĕн 10-мĕшĕнче пĕтĕм çĕршывĕпе "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2018" ăмăрту иртрĕ. Чăваш Енре тата районта пурăнакансем те çак кун хаваспах йĕлтĕр çине тăчĕç. Чăваш Республикин Спорт министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи 36-мĕш чупăва республикăри 60 пин ытла йĕлтĕрçĕ хутшăннă. Районта старта тухакансен йышĕ те самаях пысăк пулчĕ, 2390 çын! Ватти-вĕтти, пурте йĕлтĕр сырса ярăнчĕç. Вăрман хĕрринче йĕркеленĕ чупу чăн-чăн спорт уявне çаврăнчĕ.
Пухăннисем чи малтанах зарядкăна хутшăнчĕç, кайран спорта юратакансем валли митинг-концерт пулчĕ. Ăна Кăнтăр Корейăри Пхёнчхан хулинче иртекен хĕллехи Олимп вăййисене хутшăнакан Раççей спортсменĕсене халалларĕç.
Пухăннисене Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, спорт ветеранĕ Василий Пундяков саламларĕç.
- Пысăк ăмăрту çынсене çывăхлатать, çемьесене çирĕплетет, ĕç коллективĕсене пĕтĕçтерет. Вăл çĕнĕ кăмăл-туйăм парнелет. Ăнăçу сире пурне те! - терĕ саламласа Петр Степанович.
- "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ" ăмăрту çулсеренех хăйĕн сумне ỹстерсе пырать. Унта хутшăнакансен йышĕ кашни çулах ỹсет. Çакă вара савăнтарать. Ăмăрту кашни çын пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнать. Паян кунта çемьесем, ĕç коллективĕсем, уйрăм спортсменсем старта тухма хатĕр. Ăмăртăва хутшăнни кашниншĕн çав тери пĕлтерĕшлĕ. Йĕлтĕр çине тăни сывлăха çирĕплетет, кăмăла уçать, ĕçлеме вăй-хал парать. Çитĕнекен ăру сывă та хастар пуласси пирĕнтен нумай килет. Сывлăх чи пысăк пуянлăх пулнине нихăçан та манмалла мар. Пурне те ăнăçу, такăр çул сунатăп, - терĕ Александр Николаевич старта тухас умĕн.
Чи малтанах шкул çулне çитмен шăпăрлансем, ача садне çỹрекенсем старта тухрĕç. Эх! Мĕнлерех тăрăшулăхпа чупаççĕ вĕсем. Ашшĕ-амăшĕ тата еплерех хавхаланупа вĕсене хăпартлантарать. Ачасене спортпа туслаштарасси чи малтанах ашшĕпе амăшĕнчен килет çав. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем те старта тăчĕç. Арçын ачасем те, хĕрачасем те ăмăртура маттур пулчĕç. Çав тери йышлăн пулчĕç вĕсем. Аслăрах классенче вĕренекенсем те айккинче юлмарĕç. Тĕрлĕ ỹсĕмри арçынсемпе хĕрарăмсем те тулли кăмăлпах йĕлтĕр сырса ярăнчĕç.
ВИП-чупăва пуçлăхсем, предприяти-организаци ертỹçисем хутшăнчĕç. Вĕсем 1 километрлă дистанцие чупрĕç. Ыттисем вара 3 тата 5 çухрăма парăнтарчĕç. Чи пултаруллисене медальсемпе, парнесемпе, кубоксемпе тата дипломсемпе чысларĕç.
Асăннă кун йĕлтĕр çине тăман çын пулмарĕ пуль. Нумайăшĕ тĕрлĕ дистанцие чупса вăй виçрĕ, мала тухассишĕн тупăшрĕ. Ыттисем кăмăл туличчен ярăнса киленчĕç.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"