09 февраля 2018 г.
2018 çулта Чăваш Ен хăтлăх кĕртме 262 миллион тенкĕ укçа уйăрать.
Çын яланах тавралăха лайăхрах тата хăтлăрах тума тăрăшнă. Чăнах та, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче чечек çитĕнтерес пирки шухăшламан. Çĕршыв йывăрлăхран тухас тесе тăрăшнă. Халь вара майĕпен хăтлăхăн пĕр пайне - коммуналлă хула хăтлăхне - таврăнма пуçларăмăр. Президент пĕр хутчен çеç мар кун пирки "çакă халăхпа вырăнти влаçа май пур таран тачă çыхăнма ыйтакан çăлкуçсенчен пĕри" тесе каланă.
Президентăн 2012 çулхи указĕсем хыççăн улшăнусем лайăх еннелле кайни палăрчĕ. Унта хăтлă çурт-йĕрпе тата пахалăхлă коммуналлă пулăшусемпе тивĕçтерес тĕллеве палăртнăччĕ. 2016 çулта вара РФ Правительстви хăтлă хула хутлăхне йĕркелессине приоритетлă проектсем тесе пĕлтернĕ.
Республика РФ Президенчĕн хушăвĕсене пĕрин хыççăн теприне пурнăçласа пырать. Ултă çулта Чăваш Енри хуласем кăна мар, ялсем те лайăх енне улшăнчĕç. Тротуарсем, фонтансемпе клумбăсем, хальхи вăхăтри пĕчĕк архитектура формисем пур. Декоративлă-художествăллă çутăсем те йăлана кĕрсе пыраççĕ. 1400 ытла картиш территорине юсанă, ачасем валли вылямалли тата спорт лаптăкĕсем вырнаçтарнă. Çĕнĕ 110 парк, аллейăпа сквер хутшăннă.
2017 çулта Раççей Строительство министерстви Чăваш Республикипе тунă килĕшỹпе хăтлă хула хутлăхне йĕркелемелли программăна пурнăçа кĕртме 260 млн тенкĕ ытла уйăрнă. Çак субсидие Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле, Канаш, Улатăр хулисем, Патăрьел, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпỹ районĕсем тивĕçнĕ. Хăтлăх кĕртмелли объектсене суйласа илессине тата проектсене çирĕплетессине халăха явăçтарнă.
Çапла вара 14 обществăлла вырăн тата 73 картиш территорине хăтлăлатнă. Вылямалли тата спорт хатĕрĕсем çĕршер вырнаçтарнă. Улатăрти, Çĕмĕрлери, Канашри культурăпа кану паркĕсене тата Çĕнĕ Шупашкарти Ельников катине çĕнĕ сăн кĕртнĕ. Ытларах та тума май пулнă, çынсенчен заявкăсем пуçтарни, халăхпа сỹтсе явни, эскизсемпе проектсене туса хатĕрлесси, конкурс процедурисене ирттересси нумай вăхăт йышăннă.
Ку вăл пилотлă проект пулнă. Кăçал вăл пур хăватпа ĕçлет. Федераци бюджетĕнчен пулăшу илме кашни муниципалитетăн май пур. Иртнĕ çулхи çитменлĕхсене те шута илнĕ. Халь пĕтĕм проекта республикăн тĕп архитекторĕ патĕнче çирĕплетмелле. "Чĕркуççи" çинче çеç ỹкереймĕн. Пĕтĕм заявкăпа эскиза хăй вăхăтĕнче пăхса тухаççĕ. Çапла майпа вара пире 2018 çулта тата пысăк улшăнусем кĕтеççĕ.
"Пирĕн тĕрĕс пĕтĕмлетỹ тумалла, ку программăна малалла тăсмалла".
Раççей Президенчĕ Владимир ПУТИН.
Источник: "Каçал Ен"