09 февраля 2018 г.
Кăçалхи февралĕн 9-15-мĕшĕсенче Кăнтăр Корейăри Пхăнчхан хулинче хĕллехи Олимп вăййисем иртеççĕ. Унта Чăваш Енри икĕ спорстмен хутшăнĕ - Татьяна Акимова биатлонистка тата Лана Прусакова фристайлистка.
Татьяна Акимова февралĕн 10-мĕшĕнче хĕрарăмсен спринтне хутшăнать. Пĕрне-пĕри хăваласа çитмелли ăмăртăва хĕрарăм-биатлонисткăсем нарăсăн 12-мĕшĕнче тухĕç, уйрăм тупăшăва - нарăсăн 14-мĕшĕнче, масс-старта - нарăсăн 17-мĕшĕнче. Слоуп-стайл ăмăртăвĕ нарăсăн 17-мĕшĕнче иртет. Унта Лана Прусакова хутшăнĕ.
Хĕллехи Олимпиадăна чăваш спортсменĕсем 42 çул хутшăнман.
Источник: "Каçал Ен"