АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ревокат Моисеев: "Каçал тăрăхĕ - манăн тăван ен"

09 февраля 2018 г.

Районти сумлă та хисеплĕ çынсенчен пĕри - Ревокат Прохорович Моисеев. Маттур ветерана таврара пĕлмен çын çук. Вăл, Шупашкар районĕнчи Шарпаш ялĕнче çуралса ỹснĕ пулин те, пурнăçне Комсомольски районĕпе çыхăнтарнă. Кунта вăл ултă теçетке çул ытла пурăнать.

Ахальтен мар вăл хăйĕн кун-çулĕпе паллаштарнă чухне: "Каçал тăрăхĕ маншăн иккĕмĕш кил, тăван тăрăх пулса тăчĕ. Кунта эпĕ шаннă ĕçре тăрăшнă, çемье çавăрнă, хĕрсене çитĕнтернĕ, мăнуксене, вĕсен ачисене лăпканă, ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнă. Кĕтне тăрăхĕ мана иле-мĕпе тыткăнларĕ", - тет.

Ревокат Прохорович нумай çул патшалăх перекет банкĕн тытăмĕнче вăй хунă. Малтанах аслă кредит инспекторĕнче тăрăшнă, каярах банк управляющийĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Ахальтен мар паянхи кун та Наци банкĕн ĕçченĕсем ветерана саламлама вăхăт тупаççĕ. Вĕсем çеç мар, Ревокат Прохоровича иртнĕ çул Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та 95 çулхи юбилейпе саламлама килнĕччĕ.

Çĕр çулалла çывхаракан ватă обществăлла ĕçсенчен халь те пăрăнмасть-ха. Ветеран алă усса, вăхăта усăсăр ирттерекенсен йышĕнчен мар. Вăл яланах шыравра тесен тĕрĕсрех пулĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсассăн та Ревокат Прохорович чылай çул районти ветерансен канашĕн председателĕнче тăрăшнă. Ĕçри ỹсĕмсемшĕн ăна Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Унăн ятне республикăри тата районти ветерансен Хисеп кĕнекине кĕртнĕ.

- Ревокат Прохорович - пултаруллă, анлă тавракурăмлă çын. Вăл нумай пĕлет, çырать. Апла пулин те хăйĕн ăс-тăнне паянхи кун та анлăлатма тăрăшать. Ун пек маттур çынсемпе эпир чăннипех мухтанатпăр, вĕсем пурришĕн савăнатпăр. Хисеплĕ ветерана черетлĕ çуралнă кун ячĕпе ăшшăн саламлатăп, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатăп, - терĕ районти ветерансен канашĕн председателĕ Юрий Тимофеев.

Чăннипех те çапла, ветеран, 96 çул тултарать пулин те, хаçат-журнал, кĕнеке вуламасăр пĕр кун та ирттермест иккен. Калавсем, очерксем, юморескăсем, статьясем шăрçалама кăмăллать вăл. "Каçал ен", "Хыпар" хаçат страницисенче унăн материалĕсем мĕн чухлĕ пичетленмен пулĕ? Хаçата ямалли материалсене Ревокат Прохорович хăнăхнă йăлапа кашнинчех пичет машинипе çапса хатĕрлет. Вăл - район хаçачĕн чи çывăх тусĕ. Ахальтен мар журналистикăри çитĕнỹсемшĕн сăмах ăстине Чăваш Республикин Журналистсен союзĕн Хисеп грамотипе темиçе хутчен те чысланă. Ревокат Моисеев - СССР Журналистсен союзĕн членĕ, Халăх корреспонденчĕ. Халăх тĕрĕслевĕн СССР патшалăх комитечĕн наградине тивĕçнĕскер - Комсомольски районĕн хисеплĕ гражданинĕ.

Ревокат Прохорович сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнать. Вăл пурнăçĕнче чĕлĕм туртса курман, эрех-сăрапа иртĕхмен. Куна вара яланах ирхи зарядка тата массаж тунипе пуçлать. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыни, тĕрĕс апатланни, вăхăтра сипленни пурнăç çулне тăсма май панине лайăх пĕлет ватă.

Усал йăлапа туслă пулманни, çулла ытларах çуран, хĕлле йĕлтĕрпе çỹрени çак çула çитме пулăшнине пытармасть Ревокат Прохорович. Ватă хăй çав тери спортпа туслă пулнине шута илсе, уйрăмах çамрăксене сывă пурнăç йĕркине пăхăнма сĕнет. "Ун чухне вăй-хал çирĕпрех, кăмăл хаваслăрах пулĕ", - тет.

Пирĕн хаçатăн ялкорне çу-ралнă кунĕпе саламласа çирĕп сывлăх, тулли телей сунатпăр.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика